Татăк (пуплев пайĕ)
Татăк, — сĕнӳ пайĕсене е пĕтĕм сĕнĕвĕн мĕнле те пулин сĕм паракан пуплев пайĕ. Татăк — пулăшав пĕлтерĕшлĕ сăмах, унăн хайĕн пĕлтерĕшĕ çук. Татăксем нимĕнле ыйтура та тăмаççĕ, çавăнпа сĕнӳ пайĕ пулмаççĕ. Сĕнӳре татăк ытларах хăйпе çыхăнакан сăмах çумĕнче тăрать (сахал мар, ан кай, пĕлме çук, чи вăйлă, килчĕ çеç). Хăш-пĕр сăмахсем çумĕнче иккĕ е виççĕ татăк пулма пултарать (вăл çеç-и, илтĕн-çке-ха, канмалли кун мар-çке-ха).
Татăксене тĕрлĕ енчен пăхса ушкăнлама пулать. Тĕслĕхрен, предложенири позицие шута илсен татăксем виççĕ тĕрлĕ пулаççĕ:
- сăмах умĕнче тăраканнисем (ан, чи, кирек);
- сăмах хыçĕнче тăраканнисем (-ха, -çке, -ши, -и, -мĕн, мар, çук, та (те));
- тĕрлĕ вырăнта тăраканнисем (акă, авă, веç, вĕт).
Чĕлхе тĕпчевçисем татăксене пĕлтерĕшĕсене кура çакăн пек ушкăнлаççĕ:
- çĕнĕ пĕлтерĕш сĕмĕ тăваканнисем (çеç, çех, анчах, кăна, пулин);
- модальлĕх татăкĕсем (ан, мар, çук, -и, -ши, -шим);
- эмоципе экспресси татăкĕсем (-ха, -çке, чи, чăн, ах(ех), та (те)).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Егоров В.Г. Частицы // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
Пуплев пайĕсем |
|
---|---|
Япала ячĕ • Паллă ячĕ • Хисеп ячĕ • Ылмаш • Глагол (хушма ĕçхĕл • паллăлăх ĕçхĕл • конверб) • Ĕçхĕлтеш • Предикатив (тăрăм категорийĕ) • Пулăшав глаголĕ (çыхав) • Детерминатор (артикль • кăтарту паллă ячĕ • туртăм паллă ячĕ) • Çумсăмах (умсăмах • хыçсăмах • circumposition) • Союз • Татăк • Чĕвĕ |
Ку лингвистика пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |