Контент патне куҫ

Чăвашсем Раççейре вырнаçни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш диаспори ҫинчен куҫарнӑ)

Чăваш Енре тĕнчери чăваш халăхĕн çурри пурăнать, ыттисем Раççейре, урăх патшалăхсенче вырнаçнă.

Чăвашсем Атăлпа Урал хушшинче. 2010 çулхи халăх çыравĕн хыпарĕсемпе.

Раççейри чăвашсен наци культурин автономийĕ[1]

Раççей чăвашĕсем

Пĕрлехи кăтарту

Аялтарах чăваш халăхĕ пурăнакан Раççей регионĕсене кăтартнă:

Регион Чăваш йышĕ % регион халăхĕнчен
Чăваш Республики 889 455 67,7
Тутарстан 126 532 7,7
Пушкăртстан 117 317 2,86
Самар облаçĕ 101 358 6,2 %
Чĕмпĕр облаçĕ 111 316 6,8
Красноярск Ен 6 859 0,57
Ăренпур облаçĕ 17 211 0,67
Перĕм Ен 7 124 0,26
Тĕмен облаçĕ 30 205 0,89
Пенза облаçĕ 6 738
Аçтăрхан облаçĕ 1 211
Сарăту облаçĕ 15 956 0,62
Мускав облаçĕ 12 500
Кемĕр облаçĕ 15 480 0,55
Чулхула облаçĕ 11 364
Омск облаçĕ 4 191
Мордва Республики 1 097
Киров облаçĕ 1 856
Мари Эл 7 418
Санкт-Петербург 6 007
Волгоград облаçĕ 8 439

Кун-çулĕ

Федерацин Атăлçи тăрăхĕ

Чăваш Ен

Чăваш Енре 889,3 пин чăваш пурăнать, ку республика халăхĕн 67,69 % шутланать.

Тутарстан

Аксу, Çĕпрел, Нăрлат, Пăва, Теччĕ, Çарăмсан (пĕр йышлă) тата Тутарстанăн урăх районĕсенче 126 250 чăваш (2002) пурăнать, ку республика халăхĕн 7,7 % шутланать.

Хусанта «Сувар» хаçатсăр пуçне Пăвара «Ялав», Кивĕ Çĕпрелте «Çĕнĕ çул», Аксура «Ял пурнăçĕ», Нăрлатра «Туслăх» хаçатсем чăвашла тухса тăраççĕ. Республикăра 147 шкулта чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ[2].

Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласенчи чăвашсем хăйсен хушшинче тачă çыхăну тытаççĕ[3]

Пушкăртстан

Пушкăртстанри чăвашсен вырнаçăвĕ

Пушкăртстанра 117 317 чăваш пурăнать, ку республика халăхĕсен 2,86 % шутланать. Республикăра чăваш халăхĕ ытларах ялсенче тĕпленнĕ. Чăваш культурин центрĕсем ĕçлеççĕ.

2015 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинче Чăваш наци культурин автономине туса хунă. Председателĕ — медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ Виталий Викторов профессор.[4]

Чĕмпĕр облаçĕ

Чĕмпĕр облаçĕнче 111 316 чăваш пурăнать, ку облаç халăхĕн 8,0 % шутланать. Чăвашсем ытларах Чĕмпĕрте, Димитровградра тата пĕр йышлă Чăнлă, Майна, Çĕнĕ Малыкла, Çĕнĕ Кил, Кузоватово, Мелекес, Чĕмпĕр, Теренькӳл, Чертаклă районĕсенче вырнаçнă. Чăваш ялĕсем чылай. Чăваш шкулĕсем ĕçлеççĕ. Чăваш культурин центрĕсем пур. Чăвашла хаçатсем пичетленеççĕ.

Чăвашсен облаçĕн районĕсенче вырнаçни:

Район Чăвашсен пайĕ
Сызган Пасар 2,5
Барыш 9,0
Вешкайма 2,0
Инза ?
Карсун 2,0
Кузоватово 1,5
Майна 20,0
Мелекес 16,0
Николаев 2,2
Çĕнĕ Малыкла 18,6
Çĕнĕ Сăпас 2,0
Павлă 3,5
Радищево 1,4
Çĕнĕ Кил 16,0
Кив Кулатка ?
Кивĕ Майна 7,7
Сăр 4,0
Теренькӳл 12,0
Чĕмпĕр 13,0
Чăнлă 58,0
Чартаклă 10,0

Чĕмпĕр облаçĕнче 99 шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ[2].

Чĕмпĕр хулинче «Ниме» чăваш культура центрне туса хунă[5]

Самар облаçĕ

Чăвашсем Самар облаçĕнче йышĕпе виççĕмĕш вырăнта. 2002 çулхи халăх çыравĕпе Самар облаçĕнче 101 358 чăваш пурăннă. Чăвашсем пĕр йышлă Исаклă (районĕпе 37,77 %), Шăнтал (34,69 %), Клевлĕ (30,6 %), Чаллăпуç (29,72 %), Кушкă (27,69 %), Похвиçнĕ (23,25 %), Шикун (14,51 %), Серкĕски (9,65 %), Мăн Чернигов (6,18 %), Хăмăшлă (5,2 %) районĕсенче тата Похвиçнĕ (хуларипе 13,03 %) пурăнаççĕ.

Самарта чăваш культурин центрĕ пур, «Самар ен» хаçат тухса тăрать. Облаçре 72 чăваш шкулĕ шутланать[2].

Чăваш йĕркеленĕвĕсем

Ят Ертӳç 'Адрес Инçе сас
Самар хулин чăвашĕсен наци-культура автономийĕ Павлова Людмила Николаевна 443009, Самар, Воронеж ур., 9 ç. 8-(846)-248-66-43, кĕсье 8-905-302-76-68
Самар облаçĕнчи «Пехил» чăваш культура пĕрлĕхĕ Калмыков Валентин Давыдович 443105, Самар, Ставрополь ур., 155-59 8-(846)-995-35-78 (Туслăх çурчĕ), факс 8-(846)-997-15-84, 8-902-748-15-66, samddn gin.ru çинче
Самар облаçĕнчи «Пехил» чăваш культура пĕрлĕхĕн Самар хулинчи уйрăмĕ Долгова Людмила Алексеевна 443109, Самар, Воронеж ур., 9 ç (301 пӳл.) 8-(846)-993-18-56 (д.), кĕсье 8-917-142-48-82
Самар облаçĕнчи Кушкă районĕн «Малалла» наци-культура центрĕ Моисеев Александр Дмитриевич 446816, Самар облаçĕ, Кушкă р-нĕ, Ерандаево ял. 8-(250)-45-2-82
Самар облаçĕнчи Сызрань хулин чăваш наци центрĕ Симаков Виктор Егорович 446040, Самар облаçĕ, Сызрань х., Солнечная ур., 33 (килĕ — Новокашпирский паç., Сеченов ур., 39) çук
Самар облаçĕнчи Шунтал районĕн чăваш культура пĕрлĕхĕ Анчиков Николай Васильевич 446040, Самар облаçĕ, Шăнтала районĕ, ст. Шăнтала, Совет ур., 29 8-(84-652)-2-13-23; 2-12-43
Самар облаçĕнчи Кушкă районĕн «Малалла» наци-культура центрĕ Моисеев Александр Дмитриевич 446816, Самар облаçĕ, Кушкă р-нĕ, Ерандаево ял. 8-(250)-45-2-82
Серкĕс районĕн чăваш культура пĕрлĕхĕ Никитин Геннадий Гаврилович 445000, Самар облаçĕ, Серкĕс район, Кармал-Аделяк ялĕ кĕсье т. 8-927-763-78-33
Регионри «Улах» чăваш пĕрлĕхĕ Головин Николай Михайлович 445000, Самар облаçĕ, Челно-Вершины ялĕ 8-(251)-2-29-41
Самар облаçĕнчи Тольятти хулин «Шанчăк» чăваш культурипе çутлăх пĕрлĕхĕ Глухов Алексей Петрович 445057, Самар облаçĕ, Тольятти, Гидротехника ур., 5 ç., к. 78 8-(8-4862), 45-19-23 (д.), 48-80-88, 23-76-19, кĕсье 8-908-399-90-78
Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕн «Малалла» наци-культура центрĕ Жирнов Николай Георгиевич 446950, Самар облаçĕ, Клявлĕ районĕ, Пронино чар. 8-(84-653)-5-51-12, 5-51-30, кĕсье 8-927-74-66-225
Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕн чăваш культура пĕрлĕхĕ Ильин Рудольф Геннадьевич 446495, Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ, Рысайкино ялĕ 8-(84-653)-28-6-32
«Тăван Атăл» чăваш наци-культура центрĕ Родионов Иван Николаевич Самар облаçĕ, Песенчӳк р-нĕ, Безенчуки паç. 2-62-23

Удмурти

Удмурт Республикинче 2 764 (2002 çул) чăваш пурăнать. Удмурт енĕнче чăвашсем 20-мĕш ĕмĕр пуçламĕшĕнче, Столыпин улшăнăвĕсем саманинче, Çĕрпӳ таврашĕнчен куçса килнĕ. Пушă çĕрсене туянса чăвашсем ялсем (хальхи Крахха районĕн çĕрĕнче) никĕсленĕ. Удмурт Республикинчи чăвашсем кашни çулах Акатуй тата ытти паллă уявсене иртереçĕ. 1993 çултанпа кунта Чăваш наци центрĕ ĕçлет.

Пенза облаçĕ

Пенза облаçĕнче 6 738 чăваш пурăнать, ку облаç халăхăн 0,5 % пулать. Чăваш ялĕсем Çăрттанлă районĕнче вырнаçнă.

Сарăту облаçĕ

Сарăту облаçĕнче 15 956 чăваш пурăнать, ку облаç халăхăн 0,62 % пулать.

Чулхула облаçĕ

Чулхула облаçĕнче 11 364 чăваш (???? çул) пурăнать. Чăваш ялĕсем Сăр тăрăхĕнче тĕл пулаççĕ.

Мордва Республики

Чăваш Енĕн кӳршĕ республикинче 1 пин ытла чăваш пурăнать: 1 097 (2002 çул). Чылайрахăшĕ — Саранскпа Рузаевка хуласенче.

Киров облаçĕ

Мари Эл Республики

Чăваш ялĕсем Звенигово тата Кивĕ Торъял районĕсенче пур.

Федерацин Урал тăрăхĕ

Челепи облаçĕ

Челепи облаçĕнче 9 483 чăваш пурăнать, ку енри халăхăн 0,27 % пулать.

Ăренпур облаçĕ

Ăренпур облаçĕнче 17 211 чăваш пурăнать, ку облаç халăхĕн 0,67 % шутланать. Чăваш культурин центрĕ пур.

Тĕмен облаçĕ

Тĕмен облаçĕнче 30 205 чăваш пурăнать, ку енри халăхăн 0,89 % пулать. Чăваш культурин центрĕ ĕçлет.

Кемĕр облаçĕ

Кемĕр облаçĕнче 15 480 чăваш пурăнать, ку облаç халăхĕн 0,55 % шутланать. Чăваш культурин центрĕ пур.

Перĕм Енĕнче 7 124 чăваш пурăнать, ку енри халăхĕн 0,26 % шутланать. Чăваш культурин центрĕ пур.

Федерацин Вăта тăрăхĕ [6]

Иваново облаçĕ

Облаçре 1648 чăваш (2002) пурăнать. 1989-2002 çç. вĕсен йышĕ 36,0% ӳкнĕ. Облаçĕн 22 районĕсенче вырнаçнă. Вăрçă хыççăн кунта куçса килнĕ те чылайрахăшĕ хула тăрăхĕсенче (68,1%) тĕпленнĕ. Çурри ытла Ивановăра (908 çын) пурăнать. Çаплах, Иваново районĕнче (1130 çын), Тейкă районĕнче (141), Комсомольски районĕнче (140), Кинешма районĕнче (131), Шуя (109) тата Вичугă (103) пурăнать. Облаçре пиллĕк чăваш ялĕ-паççулки: Тейкă районенчи Лукьяново (37 çынран 8-ĕ чăваш), Кавăрла-Посад районĕнчи Краснополянски паççулки (110 çынран 55 чăваш), Палех районĕнчи Иванково (38 çынран 8 чăваш) тата Анютино (23 çынран 5 чăваш), Атăл Лешьен районĕнчи Коровино ялĕ (7 çынран 5 чăваш).

Мускав, Мускав облаçĕ

Мускавпа облаçĕнче 28541 чăваш (2002) вырнаçнă. Чăвашсен ытларах пайĕ (65,6%) хула тăрăхĕсенче пурăнать. 1989 ç. халăх çыравĕпе Мускавра чăваш йышĕ 13,1%, Мускав облаçĕнче – 6,3% чакать. Унчен вĕсен шучĕ ӳссе пынă пулнă. Чăвашсем Королев (311 çын), Электросталь (304), Подольск (274), Коломна (276), Железнодорожный (205) хулисенче пурăнаççĕ. Хăшпĕр çĕрте чăваш этеплĕх центрĕ пур.

Ялти чăвашсем Ногинск (3171), Люберцă (840), Одинцово (596), Сергиев-Посад (505), Раменски (465), Щелковски (438), Ленин (437), Балашиха (422), Наро-Фомински (397), Домодедово (370), Луховицă (368), Дмитров (357), Рузă (342), Пушкин (316) тата Клин (299) районĕсенче вырнаçнă.

Мускаври чăваш нацин культура автономийĕ[7]

Автономие 2000 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Автономи Акатуй уявне ирттерет.

Раççей Федерацин Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин тулли тивĕçлĕ элчĕ çурчĕ.

Адрес: 109017, Мускав, Большая Ордынка ур., 46 çурт , 1 пӳрт

Ертӳçи: Леонид Волков.

Мускав чăвашĕсен культура пĕрлешĕвĕ

  • Мускаври чăваш хорĕ «Туслăх» (халĕ «Атăл»)
  • ачасен ташă ушкăнĕ «Шăнкăрав»
  • вырсарникун чăваш шкулĕ

Ертӳçи: Смирнова Лира Петровна

Федерацин Çĕпĕр тăрăхĕ

Красноярск Ен[8]

Красноярск Енĕнче 6 859 чăваш пурăнать, ку енри халăхăн 0,57 % пулать.

Красноярск регионĕнчи Чăваш наци-этеплĕх автономийĕ ĕçлет, почтă адресĕ: 660001 Красноярск хули, Копылов урамĕ, 66 ç., 164 хв. Пуçлăхĕ — Храмов Геннадий Иванович.

Федерацин Çурçĕр-Анăç тăрăхĕ

Коми Республики

Коми Республикинче 11[9]—12[10] пин чăваш пурăнать.

Федерацин Кăнтăр тăрăхĕ

Крым Республики

Севастополь

2016 çулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Севастопольти чăвашсен наципе культура пĕрлĕхĕн хастарĕсем Крымра пурăнакан халăхсен кухнисен III фестивальне хутшăннă[11]

Çав. пекех

Асăрхавсем

  1. ^ http://www.nasledie21.ru/etnos/chuvashi/rasselenie/cfo/fnkachr/(ĕçлемен каçă) Раççейри чăвашсен наци-этеплĕх автономийĕ
  2. ^ 1, 2 тата 3 Виктор Симаков. «Ытларах çамрăксене явăçтарасчĕ», Самар ен (авăн, 24, 2010).
  3. ^ Тутарстан чӑвашӗсен туслӑ тӗлпулӑвӗ
  4. ^ Пушкăртстанра Чăваш наци автономине туса хунă
  5. ^ Чĕмпĕрте «Ниме» ятлă культура центрĕ уçăлнă
  6. ^ http://www.nasledie21.ru/etnos/chuvashi/rasselenie/cfo/#MO(ĕçлемен каçă) Чăвашсен Вăта тăрăхĕнчи вырнаçăвĕ
  7. ^ http://www.nasledie21.ru/etnos/chuvashi/rasselenie/cfo/mchnka/(ĕçлемен каçă) чăваш нацин культура автономийĕ
  8. ^ http://chuvashkrsk.narod.ru/boss.htm 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Красноярская региональная Чувашская национально-культурная автономия (КР ЧНКА)
  9. ^ Юбилей нашего северного соседа 2007 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Чуваши в северной республике 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Севастополь чăвашĕсем Крымра апат пĕçернĕ

Вуламалли

Каçăсем