Туçи Çармăс районĕ
Туçи Мари районĕ çаран мари Юлсер кундем | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Мари Эл | ||
Администраци центрĕ | Чикмĕ хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1939, çурла, 26 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Сеюшов Василий Самсонович[2] | ||
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ | Гурьянов Александр Владимирович[3] | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
22 121 (3,24 %) | ||
Йышлăх | 11,22 çын/çм² | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльмансем, христиансем | ||
Лаптăк | 1971,47[4] çм² (6-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83632 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Туçи Мари райо́н (çармăсла Курыкмарий кундем[5], туçи мар. Кырык мары кымдем[6]) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн кăнтăр-анăçĕнче, Атăлăн сылтăм тата сулахай енĕсече вырнаçнă.
Районăн сылтăм çыран пайĕ (Туçи енĕ) сăртлă таткаланса пĕтнĕ çĕр пулать Атăла юхса кĕрекен: Сăр, Сумка, Мăн Юнка, Кĕçĕн Юнка, Кĕçĕн Сундырка, Мăн Сундырка шывĕсене палăртмалла.
Атăл лешьенĕнче (Улăх енĕ) пĕр пек айлăмсем. Районăн çак пайĕнче вăрман, кӳлĕ тата шурлăх, Атăла юхса кĕрекен пĕчĕк юхан шыв чылай.
Администраци центрĕ — Чикмĕ хули (район шутне кĕмест).
Пурăнан вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чикмĕ
- Еманкаши чиркӳ ялĕ
- Çĕнĕ слобода
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Туçи мари районĕ Мари Эл республикин кăнтăр-анăçенче вырнаçнă, Юринпа Килемар районĕсемпе, анăçра Чулхула облаçĕн, Воротын районĕпе, кăнтăр енче Чăваш Енпе чикĕ тытать. Районăн чылай пайĕ Атăлăн сылтăм çыранĕнче, хăш çĕрĕсем Атăлпа Ветлугăн сулахай енче выртаççĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту Мари районĕнче 28400 çын пурăнать. 14 ял тăрăхĕ, 242 хула-ял. Халăхăн 70% ял хуçалăхĕнче ĕçлет.
2002 çулхи халăх çыравĕпе, кунта 29203 çын пурăннă, çав шутра марисем: 25 627 (87,7%), вырăссем: 3 210 (11%), чăвашсем: 207 (0,7%) тата урăххисем: 159.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕнекере çармăссем пирки çапла палăртнă: "Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăннă", "никама та пăхăнман", "тем тусан та хăйсен политика хăй тĕллĕхне упрама тăрăшнă".
Марисен çĕрĕсене пĕрмаях колониленĕ тата халăха христос тĕнне кĕртнĕ. Акă "Ветлужский летописец" пĕлтерет: "1114 çулта Новгородăн тыткăнри çыннисем çармăссен Вятка çинчи Кокшар (Кăкшăр) хулине çĕнтерсе илнĕ те ăна Котельнич ят панă, çармăссем вара Юнгăпа Ветлугапатне куçса кайнă..." Малашне тури ветлуга çĕрĕсене 1247 çултанпа- Александр Невский, 1280 çултанпа - галич кнеçĕсем, 1393 çултанпа – Чулхула тытса тăнă. Анат Ветлуга тăрăхне улăх мари халăхне хăварнă, çакна 1497 çулхи карттă çинче кăтартнă. Çаплах туçи марисен Сăр лешьен çĕрĕсене вырăссем тутарсем киличченех колониленĕ, çавăнпа та вĕсене Москови пăхăнăвне кĕртнĕ. Туçи çармăссене çĕнĕ çĕрсемшĕн харçăна тухма килĕшменшĕн патша кунтан куçарнă.
Çав вăхăтра Цепель хӳтĕлевĕ (халĕ Чулхула облаçĕн Васильсурск паççулки) çармăс кнеçĕсен резиденцийĕ пулнă.
Района 1921 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Çутĕç, культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта пурĕ 38 шкул. Вĕсенчен пуçламăш шкулсем 16, пĕтĕмĕшле вĕренӳ шкулĕсем — 9, вăтам шкулсем — 13. Çавăн пекех 2 кĕвĕ шкулĕ, 12 ача-пăча сачĕ, 38 клуб, 26 вулавăш, Н.В. Игнатьев ячĕллĕ литературăпа ӳнер музейĕ, Туçи мари республика театрĕ, ДЮСШ, 14 спортзал, 22 стадион, 27 спорт площадки, «Наргиз» турбаза, 3 пульница, 5 тухтăр амбулаторийĕ, 33 фельдшерпа аккушер пункчĕ пур.
Туçи мари чĕлхи Мари Эл республикинче патшалăх статусĕнче шутланать. Пĕрремĕш литература ĕçĕсене çак чĕлхепе XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче хайланă. Вĕсене Чун-чĕмлĕх Православи шкулĕсенче Хусанпа Чулхулара вĕренекенсем çырнă. 1767 çулта пичетленĕ сăвви халиччен упранса юлнă. Ăна ода стилĕпе II Кĕтерне арăм-патша Хусана пыни пирки ăсталанă.
1821 çулта Петербург хулинче туçи мари чĕлхипе пĕрремĕш Евангели пичетрен тухать. Туçи мари чĕлхин пĕрремĕш грамматики 1844 çулта Финляндире тухать. Унăн автăрĕ Матиас Алексантери Кастрен (1813–1852).
Ăна латтинла çырнă. ХIХ ĕмĕрте туçи мари чĕлхинче букварьсемпе чиркӳ кĕнекисене хатĕрленĕ. Кедров букварĕ (1867) чи чапли шутланать.
1866 çулта Лондонра Матвей Евангелине туçи мари чĕлхипе пичетленĕ, ăна эстун тĕпчевçи Видеманн куçарнă. Çав çултах Мари Элпе Эстони литература кĕтесĕсенче кĕнекен 140 çуллă юбилейне палăртнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Андрей Курбский, История о великом княжестве Московском.
- К. Г. Юадаров, Горномарийский язык.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской п (рус.) — Росстат, 2023.
- ^ Администрации муниципальных образований республики Марий Эл
- ^ Собрание депутатов.
- ^ Республика Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Перечень наименований населенных пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.
- ^ Горномарийско-русский словарь географических названий / Кырык марла-рушла географи лӹмдер", Л. П. Васикова, Министерство образования Российской Федерации, Марийский Государственный Университет, Йошкар-Ола, 2003.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Района çырса кăтартни
- https://mrj.wikipedia.org/
- Туçи Мари районĕн фотогалерейи
- http://www.medfirm.ru/med-12/00300.html 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://my.mail.ru/community/gornomany
Мари Эл |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Йошкар-Ола Районсем: Атăл районĕ · Килемар районĕ · Куçенер районĕ · Мари Турек районĕ · Медведево районĕ · Моркă районĕ · Оршанка районĕ · Паранькă районĕ · Совет районĕ · Çернур районĕ · Çĕнĕ Торъял районĕ · Туçи Мари районĕ · Шуланкă районĕ · Юрнă районĕ Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Мари Элĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |