Воронеж фрончĕ
Воронеж фрончĕ Вр.Ф | |
ХВ эмблеми | |
Пулнă çулсем | утă, 7, 1942 ç. - юпа, 20, 1943 ç. |
---|---|
Патшалăх | СССР |
Пăхăну | фронт çарпуçне |
Тĕс | фронт |
Унăн шутĕнче | управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем |
Функци | хӳтĕлев, тапăну |
Йышĕ | йĕркелев |
Хутшăнни | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче |
Командирсем | |
Паллă командирсем | Çарсен çарпуçĕсем, ят-йыша пăхăр |
Воронеж фро́нчĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ. Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.
Фронт ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1942 çулхи утă уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Воронеж-Ворошиловград операцине хутшăннă, кайран тăшманăн Сталинградпа Кавказ çине куçарса каймалли çарĕсене чарса тăнă. Сталинград патĕнчи хирĕç тапăнура фронт Кăнтăр-Анăç фрончĕн çарĕсемпе пĕрле раштавăн иккĕмĕш çурринче Вăта Дон операцинче 8-мĕш итал çарне аркатнă.
1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Острогож-Россошань операцине, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Брянск фрончĕпе пĕрле — Воронеж-Касторна операцине, нарăс-пуш уйăхĕсенче — Харьков тапăну операцине ăнăçлă иртернĕ, çав çапăçусенче Курск, Харьков, Льгов хуласене тăшманран хăтарнă. Пушăн 16-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе пушăн 14-мĕшĕнче) фронт çарĕсем Харьков хăварнă та (Харьков хӳтĕлев операцийĕ), Сумы хулинчен тухăç енче, Белгородран çурçĕрелле, Север Донецĕ тăрăх, Чӳкуйе çити çирĕпленсе, нимĕç-фашист çарĕсене чарса лартнă.
Курск çапăçавĕнче Воронеж фрончĕ, Хирти фронтпа пĕрле тăшмана Белгород-Харьков операцинче çĕмĕрсе тăкать. Авăн — юпа уйăхĕсенче фронт çарĕсем, Тăнăвар çапăçавĕ тапхăрĕнче, Сумă-Прилук операцине хутшăннă, Тăнăвара каçса Кейӳрен çурçĕр тата кăнтăр енчи операци валли кирлĕ плацдармсене ярса илнĕ, çак ĕнтĕ Кейӳ хулине ирĕке кăларма тата Сылтăм çыранри Украинăн территорине тăшманран тасатма çул уçнă. Юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ята панă. Çак ячĕпех фронт Берлина илсе, Прагăна ирĕке кăларса Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине вĕçлет.
Фронт йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанах фронта кĕнĕ:
- 40-мĕш çар,
- 60-мĕш (3-мĕш резерв) çар,
- 6-мĕш (6-мĕш резерв) çар,
- 2-мĕш сывлăш çарĕ,
- 4-мĕш танк корпусĕ,
- 17-мĕш танк корпусĕ,
- 18-мĕш танк корпусĕ,
- 24-мĕш танк корпусĕ;
малашне:
- 13- мĕш çар,
- 21- мĕш çар,
- 27- мĕш çар,
- 38- мĕш çар,
- 47- мĕш çар,
- 52- мĕш çар,
- 64-мĕш çар,
- 69-мĕш çар,
- 4-мĕш гварди çарĕ,
- 5-мĕш гварди çарĕ,
- 6-мĕш гварди çарĕ,
- 7-мĕш гварди çарĕ,
- 1-мĕш танк çарĕ,
- 3-мĕш танк çарĕ,
- 3-мĕш гварди танк çарĕ,
- 5-мĕш гварди танк çарĕ тата
- уйрăм пĕрлешӳсемпе вăйлату чаçĕсем.
Çарпуçлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çарпуçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Голиков Филипп Иванович (07.07.1942 — 14.07.1942), генерал-лейтенант
- Ватутин Николай Фёдорович (14.07.1942 — 22.10.1942), генерал-лейтенант
- Голиков Филипп Иванович (22.10.1942 — 28.03.1943), генерал-лейтенант, 19.01.1943-па генерал-полковник
- Ватутин Николай Фёдорович (28.03.1943 — 20.10.1943), генерал-лейтенант, 07.12.1942-па генерал-полковник, 13.02.1943-па çар генералĕ.
Вăрçă Канашĕн пайташĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сусайков, Иван Захарович (июль — сентябрь 1942), корпус комиссарĕ
- Мехлис, Лев Захарович (сентябрь — октябрь 1942), корпус комиссарĕ
- Кузнецов, Фёдор Федотович (октябрь 1942 — март 1943), 2-мĕш рангри çар комиссарĕ, с декабря 1942 генерал-лейтенант
- Хрущёв, Никита Сергеевич (март — октябрь 1943), генерал-лейтенант
- Крайнюков, Константин Васильевич (октябрь 1943), генерал-майор
Штаб пуçлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шевченко, Фёдор Иванович (июль 1942), генерал-майор
- Казаков, Михаил Ильич (июль 1942 — февраль 1943), генерал-лейтенант
- Пилипенко, Антон Петрович (февраль — март 1943), генерал-майор
- Корженевич, Феодосий Константинович (март — май 1943), генерал-майор
- Иванов, Семён Павлович (май — октябрь 1943), генерал-лейтенант
Разведуйрăм пуçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чекмазов П. Н. (1942-па)
- Кочетков М. А. (1943 çулхи утăччен)
- Виноградов И. В. (1943 çулхи утă-юпа)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Воронежский фронт. // — Воронеж, 2005, Центр.-Чернозем. книж. изд-во.
- На Воронежском направлении. // — Воронеж, 2-е изд., 1973. Новый Оскол
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фронт 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин пур фрончĕсем
- Воронеж фрончĕ 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |