Алексеев Григорий Алексеевич
Григорий Алексеевич Алексеев | ||||
Çуралнă вăхăт | 1903 çул | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей империйĕ Хусан кĕперни Исетерккĕ халь Муркаш районĕ Чăваш Ен | |||
Вилнĕ вăхăт | 1943 çул | |||
Вилнĕ вырăн | паллă мар | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941-1943 | |||
Хисеп | ||||
Чаç | Вăта фронтăн 63-мĕш çарĕн 149-мĕш перевçĕсен дивизин 744-мĕш перевçĕсен полкĕ | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
Алексеев Григорий Алексеевич — Совет Союзĕн паттăрĕ, 1903 çулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче (юпан 25-мĕшĕнче) Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă. 1943-мĕш çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Хăшпĕр источниксемпе - 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче вилнĕ (çапăçура).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1925-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Чикĕ çарĕнчи артиллери полкĕнче хĕсмете тăнă. Салтакран Иваново облаçĕнчи Долматовский поселока таврăннă. Кинешма хулинче участок милиционерĕ пулнă. 1941-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. Килĕнчен пĕтĕм 8 пĕртăван та вăрçа кайнă.
Çапăçусенче хастарлăх кăтартнă, Ржев хули патĕнче танк çунтарнă. Днепр урлă каçнă чух хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă. 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гомель облаçĕнчи Лоев пос. патĕнче тăшман хăрушă пенине пăхмасăр десант ушкăнĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă. Плацдарăма хӳтĕленĕ чухне темиçе танка персе çунтарнă. Темиçĕ хут аманнă пулсан та, çапăçу хирĕнчен кайман.
Госпитальте вилнĕ.
Тăван ячĕпе ун ячĕллĕ урам пур.
Иваново облаçĕнчи Заволжск хулинче Алексеевăн палăкне лартнă.
Вăрçăран 8 пĕртăванран 4-шĕ анчах таврăнаççĕ, иккĕшĕ часах вилеççĕ.
Хисепĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕ - 30.10.1943
- Ленин орденĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Белова, И. Григорий Алексеев пурнăçĕнчи çĕнĕ йĕрсем / И. Белова // Çĕнтерӳ ялавĕ (Муркаш р-нĕ). – 2008. – 22 нарăс. – С. 2.
- Николев, А. Григорий Алексеев : Пĕрремĕш хут ; Днепр, Днепр... ; Тăшман иртеймерĕ ; Паттăрсем вилĕмсĕр // Николаев, А. Паттăрсен çемйи / А. Николаев. – Шупашкар, 1979. – С. 22-32.
- Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Алексеев // Хатĕр пул. – 1985. – № 9. – С.24-25.
- Алексеев Григорий Алексеевич (25.10.1903–1944) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии [Изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
- Алексеев Григорий Алексеевич // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 32.
- Ашик, М. В. Этергомский десант / М. В. Ашик. – С.-Пб., 2000.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. – Т. 1. – М. : Военизд., 1987.
- Изоркин, А. В. Алексеев Григорий Алексеевич / А. В. Изоркин, В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 77.
- Навечно в сердце народном. – 3-е изд., доп. и испр. – Минск, 1984.
- Подвиг. – 3-е изд., испр. и доп. – Ярославль, 1980. – С.11-13.
- Савельев, Г. Алексеев Григорий Алексеевич // Савельев, Г. Люблю тебя, край родной! / Г. Савельев. – Аликово, 2007. – С. 71-72.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Советская Чувашия хаçатран 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш Енĕн культура еткерĕ портал
- Чăваш ен энциклопедийĕ
- Çулталăк кĕнеки 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Запись из метрической книги // ГИА ЧР. Ф. 557. Оп. 9. Д. 18. Л. 609об-610(ĕçлемен каçă).
Алексеев Григорий Алексеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Муркаш районĕнче çуралнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Пайăр çынсем, алфавитпах
- Ленин орден кавалерĕсем
- 1903 çулта çуралнисем
- Юпан 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 1943 çулта вилнисем
- Чăваш Енри Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çар çыннисем