Контент патне куҫ

Чехословаки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
21:24, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2024 вӑхӑтри верси InternetArchiveBot (Сӳтсе яв | хушни) (Rescuing 1 sources and tagging 0 as dead.) #IABot (v2.0.9.5)
(танл.) ← Унчченхи верси | Хальхи верси (танл.) | Тепӗр верси → (танл.)
ЧССР-ти нацисем (1930 ç.)

Чехослова́ки (чех Československo, словак. Česko-Slovensko (1990 çулчен — Československo)) — 19181992 ç. Вар Европăн патшалăхĕ.

Çавăн пекех пăхăр: Чехи кун-çулĕ тата Словаки кун-çулĕ.

Административлă пайланăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чехословаки Социаллă Республикин (1969—1989) картти

Тĕп хули — Прага.

1945 çулчен Чехословаки шутне хальхи Украинăн Карпат Лешьен облаçĕ кĕнĕ. Пĕрремĕш Чехословаки республики 1928 çултанпа тăватă çĕртен: Чехи, Морави, Словаки тата Карпат Ай Руçĕ (1938 çултанпа Карпат Украини ятпа паллă пулнă) тытăнса тăнă. Иккĕмĕш республикăра 1938—1939 г. Словаки тата Карпат Украини «автономи çĕрĕ» статуса тивĕçнĕ. 1949 çулта реформа ирттернĕ те 19 ен (14 – Чехире, 5 - Словакире) туса хунă.

Политика партисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918—1939, 1945—1948

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Чехословаки коммунистсен партийĕ
  • Чехословакири нимĕç социал-демократи рабочи партийĕ
  • Судет нимĕçĕсен национал-социаллă партийĕ
  • Чехословаки национал-демократи партийĕ
  • Чехословаки национал-социаллă партийĕ
  • Чехословаки социал-демократи партийĕ
  • Чехословаки халăх партийĕ
  • Республикăн çĕр ĕçченсен партийĕ
Чехословаки халăхĕ
Чехословаки халăхĕ

Халăх йышĕ (1991): 15.6 миллион, наци йышĕпе : чехсем — 62,8 %, словаксем — 31 %, венгрсем — 3,8 %, чикансем — 0,7 %, силезсем — 0,3 %. Çаплах урăх наци çыннисем — Русинсем, украинсем, нимĕçсем, поляксем тата еврейсем.

1991 çулта: католиксем — 46,4 %, евангелистсем (лютерансем) — 5.3 %, атеистсем 29,5 %/16.7 %.

Чехословаки транзит çĕршывĕ пулнă.

  • Чукун çулсем — 13141 километр.
  • Автомобиль çулĕсем
    • пурĕпе — 74064 километр
    • хытă витĕмлĕ — 60765 км
    • хытă витĕмсĕр — 13299 километр.
  • Шыв çулĕсем — 475 километра яхăн.
  • Пăрăхсем

Тинĕс порчĕсем çук, тинĕспе сутă-илу кӳршĕ çĕршывсенче çеç, тĕслĕхрен — Польшăри Гдыня, Гданьск тата Щецин; Югославири Риека тата Копер; Федеративлă Республика Германири Гамбург, Германской Демократической Республике Росток. Паллă юханшыв порчĕсем — Прага, Братислава, Дечин тата Комарно.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Кĕçĕн Антанта Шаблон:ВКЙ Шаблон:ЭПК Шаблон:Славян патшалăхĕсем Шаблон:Австри-Венгри арканăвĕ