Латин чĕлхи
Латтин чĕлхи (lingua latina), е латынь, — инди-европа чĕлхе çейин латтин-фалиск ушкăн пайĕн Итали чĕлхисем шутĕнчи чĕлхе.
Латтин чĕлхи инди-европа чĕлхисен чи авалхи çыру чĕлхисенчен пĕри шутланать.
Паянхи кунсенче латтин чĕлхи Ватиканăн, çаплах католици чиркĕвĕн официаллă чĕлхи пулать.
Европа чĕлхисенче латтинран кĕнĕ сăмахсем çав тери чылай (тĕслĕх: тĕнче лексики).
Латтин алфавичĕ хальхи чылай чĕлхен çырулăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.
Истори
тӳрлетЛаттин чĕлхи оскпа умпăр чĕлхисемпе пĕрле инди-европа çемьин итали туратне кĕрет. Авалхи Италире аталанса пынă çем латтин чĕлхи ытти итали чĕлхисене аяла хурса анăç Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнче мала тухать.
Сĕм авал латтин чĕлхи
тӳрлетКлассикăллă латтин
тӳрлетКлассикăллă хыççăнхи латтин
тӳрлетКайри латтин
тӳрлетУрăх чĕлхесене сĕмлени
тӳрлетЛаттин чĕлхин халăх пуплев тĕсĕ — халăх латтин чĕлхи — çĕнĕ наци роман чĕлхисемшĕн чĕлхе тĕппи пулса тăрать. Çавсем шутĕнче Апеннин çурутравĕн çĕрĕнче латтин чĕлхинчен улшăнса аталаннă итали, малтанхи Галли территоринчи франципе провансаль чĕлхисем, Пиреней çурутравĕн территоринчи испанпа португал чĕлхисем, ретороман чĕлхи— Реци рим колонийĕнчи (хальхи Швейцарин тата çурçĕр-тухăç Итали пайĕсенче вырнаçнăскер), румын — Даки (халĕ Румыни) рим провинцин территоринче, молдава тата ытти чĕлхесем, çавсем хушшинче уйрăмах классикăллă латтина çывăх сардин чĕлхине асăнмалла.
---
Римлĕнсем пирĕн эрăччен I ĕмĕрпе I ĕмĕрсенче герман йăхĕсене пăхăнтарасшăн кĕрешнĕ, анчах та çар ăнăçне тытайман пулин те, римлĕнсемпе германсем хуçалăлăхлă çыхăнусене чылай вăхăт тытса пынă — çак ĕçсене Рейнпа Танай тăрăхĕнчи рим колони-гарнизонĕсем урлă ирттернĕ. Çакна нимĕç хули ячĕсем кăтартаççĕ: Кёльн (ним. Köln, лат. colonia — пурăну вырăнĕ), Кобленц (ним. Koblenz, лат. confluentes — юхса пĕрлешекенсем, Кобленц Мозельпе Рейн пĕрлешĕннĕ çĕрте), Регенсбург (ним. Regensburg, лат. regina castra), Вена (лат. vindobona) тата ытисем те.
Британире латтин чĕлхин авал йĕрĕсем хула ячĕсенче сыхланса юлнă: -chester, -caster е -castle (лат. castra — çар лагерĕ тата castellum — хӳтлĕх), foss- (лат. fossa — канав, col(n) от лат. colonia — пурăну вырăнĕ: Манчестер (акăлч. Manchester), Ланкастер (акăлч. Lancaster), Ньюкасл (акăлч. Newcastle), Фосбрук (акăлч. Fossbrook), Линкольн (акăлч. Lincoln), Колчестер (акăлч. Colchester).
Морфологи
тӳрлетЛаттин чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, чылай шучĕпе синтетикăллă чĕлхе шутланать. Латтин чĕлхин 5 тĕсĕллĕ вĕçлени тата 4 тĕсĕллĕ сăпатлану.
Вĕçлени
тӳрлетЧĕлхере 6 ӳкĕм:
- Ят (nominativus)
- Камăнлăх (genetivus)
- Пару (dativus)
- Тӳрĕ объект (accusativus)
- Аблятив, е отложительный (ablativus)
- Йыхăр (vocativus)
Вырăс чĕлхинчи пекех, виçĕ (грамматика) нĕсĕл:
- Ар (masculinum)
- Ама (femininum)
- Вăта (neutrum)
Сăпатлану
тӳрлетЛаттин чĕлхин глаголĕсен 6 вăхăт хорми, 3 наклонени, 2 залог, 2 хисеп тата 3 сăпат.
Латтин глаголĕн вăхăчĕсем:
- Хальхи вăхăт (praesens)
- иртнĕ вăхачĕ (imperfectum)
- Вĕçленнĕ тĕсĕн иртнĕ вăхачĕ (perfectum)
- Плюсквамперфект, е пулса иртнин умĕ (plusquamperfectum)
- Пулас вăхăчĕ, е пĕрремĕш пулас (futurum primum)
- Пулас ум вăхăчĕ, иккĕмĕш пулас (futurum secundum)
Тайăлусем:
Залог:
Хисеп:
- Пĕртен-пĕр (singularis)
- Нумайлă (pluralis)
Сăпат:
Кӑсӑклӑ фактсем
тӳрлетÇĕрĕсем çинче латынла чи анлă усă куракан çыравсем:
- Ab hinc - Паянтан (çак самантран)
- Ad infinitum - Вĕçсĕр
- In aeternum - ĕмĕрлĕх, манми
- In saecula saeculorum - ĕмĕр-ĕмĕр!
- Ad vitam aut culpam - ĕмĕрлĕхе е пĕрремĕш айăпччен
- А solis ortu usque ad occasum - Хĕвел тухăçран пуçласа хĕвĕл аниччен
- Aeterna historia - Вĕçсĕр истори
- Amor omnibus idem - Юрату пурин валли те пĕрех
- Bonum factum! - Ырлăха та телее!
- Fac fideli sis fidelis - Хăвна шанакан çынна, шанчăклă пул!
- Gens una sumus - Эпир - пĕр ăру
- Ne varietur - Улшăнми
- Omnia vincit amor et noc cedamus amori - Юрату пурне те çĕнтерсе илет, эпир ăна пăхăнатпăр
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетУсă куракан паллă терминсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Латтин вулавăшĕ
- Lingua Latina Aeterna 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ephemeris Nuntii Latini universi
- Тетелти латтин чĕлхи вĕрентĕвĕ 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- on-line латтин-вырăс/вырăс-латтин сăмахсарĕ 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тăлмачсем
- http://archives.nd.edu/latgramm.htm 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://www.websters-online-dictionary.org/definition/Latin-english/ 2004 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://www.nd.edu/~archives/latin.htm
- http://popdict.com/
- http://www.trilinguis.ru/linguistic/latina/translit.aspx 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.