Самар (юханшыв)
Самар юханшыв, — Атăлăн сулахай юппи, Самар облаçĕ тата Ăренпур облаçĕ тăрăх юхать.
Самар (юханшыв) | |
---|---|
Характеристика | |
Тăршшĕ | 594 км |
Бассейн лаптăкĕ | 46 500 км² |
Шыв системи | Атăл → Каçпи тинĕсĕ |
Шыв тăкакĕ | 50 м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Тĕп Сăрт |
• Вырнаçу | Ăренпур облаçĕн Переволоки районĕ |
• Координатсем | 52°03′25″ с. ш. 54°34′00″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/N |
Шыв вăрри | Сарăту шыв усравĕ |
• Вырнаçу | Самара |
• Координатсем | 53°10′01″ с. ш. 50°03′43″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/N |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Самар облаçĕ, Ăренпур облаçĕ |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри |
Тăршшĕ 594 км, бассейн лаптăкĕ 46,5 пин. км².
Ячĕ пулни
тӳрлетАвалхи ячĕсем: Самур, Ой Су е Хой Су (Пицигани (1367 ç.); фра Мауро (1459 ç.)).
Ячĕ мĕнле пулни пирки халлĕхе пĕр чĕлхе тупман. Темиçе теори пур.
- Арап ĕлчи секретарĕ Ахмед ибн Фадлан (921 ç.) юханшыва Самур (иран.) «хăнтăр, ăтăр». Вырăс тата тĕрĕк халăхĕсен чĕлхипе ку чĕрчунсем ячĕпе çыхăннă юханшыв ячĕсем нумай (Кондузла, Бобровка, Хăнтăрчă).
- М.Фасмер тутар., чăваш. «Самар», калмăк. «Самр», чагатай. «Самар» — мишук, кăркăс. «Сардар» — таз, чӳлмек сăмахĕсемпе çыхăнтарă. Тĕрĕк чĕлхисемпе çак сăмахсемпе юханшыв пăрăнăçне, ун чăнкă вырăнне палăртнă тесе шутланă.
- В. Ф. Барашков монгол челхинчи Самар (мăйăр) самар сăмахпа çыхăнтарнă.
- И.Никольский иран чĕлхинчи «сам» е «шам» тымарпа е венгăрсен «семар» (пушхир, çеçенхир) тата венгăрсен «ар» (çеçенхирти юханшыв) сăмахĕсенчен хирти юханшыв пулнă тесе шутланă.
- монголсен «samura, samaura» — пăтрантар, хутăштар сăмахĕсенчен.
Ытти авторсем тата çак вариантсене асăннă:
- Ной ывăлĕ Сим ячĕпе. Ун айĕнче Атăл тата Самар çыранĕсенчи çĕрсем пулнă имĕш.
- Самарканд хула ячĕнчен. Ăна Шамар (Самар) ятлă патша никĕсленĕ имĕш.
- библири Самарирен.
- арапла «сурра мин раа» — "куракан савăнать". Ĕлеххи Аббасид патшалăхĕн (хальхи Иранта) тĕп хули Самарра, Тигр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнăскер, çавăн пек этимологи никĕслĕ.
- вырăсла «сама» тата авлхи грек тата авлхи икĕпат чăлхинчи Атăл ячĕнчен («Ра») Атăл пекех тулли шывлă.
- авалхи вырăс чăлхинчи «самара», «самарка» (вăрăм тумтир) сăмахсенчен.
Пысăк юпписем
тӳрлетПахалăхĕ
тӳрлетСамар айлăмĕ 10-16 ç сарлакăш. Сылтăм çыранĕсем чăнкăрах, сăртсемпе чикĕленеççĕ. Самар шывĕн минерализацийĕ 500-840 мг/л. Шыв гидрокарбонат классне кĕрет, кальци группине. Анчах сульфат ионăн шайĕ пысăкрах.
Самар шывĕнчи минерал шучĕ 503,7 - 839,0 мг/л. Шыв гидро-карбонат класне, кальци ушкăнне, çапах та ытларах сульфат-ионлă (рН = 7,6).
Шыва тĕпрен илсен, нитритсем, фенолсем, нефть продукчĕсем, хлор-органика пестицичĕсем варалаççĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Самара (река в Оренбургской и Куйбышевской обл.) — ПСЭ
- Самара в «Словаре современных географических названий»(ĕçлемен каçă)
- Голубая книга Самарской области: Редкие и охраняемые гидробиоценозы. — Самар: СамНЦ РАН, 2007. — 200 с. — ISBN 5-93424-189-3
Каçăсем
тӳрлет- Происхождение названия реки Самара 2004 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте Geographer.ru
- О происхождении названия города и реки Самара 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.