1918
Курӑнакан калӑплав
(1918 çул ҫинчен куҫарнӑ)
Çулсем |
---|
1914 • 1915 • 1916 • 1917 — 1918 — 1919 • 1920 • 1921 • 1922 |
Вуннăçуллăхсем |
1890-мĕш • 1900-мĕш — 1910-мĕш — 1920-мĕш • 1930-мĕш |
Ĕмĕрсем |
XIX ĕмĕр — XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр |
Пулса иртнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кăрлач, 12 — Пĕрремеш пĕтĕм Раççейри чăвашсен çар съезчĕ пуçланнă (нарăс, 1-чен иртет).
- Кăрлач, 14 — Хусанта чăваш театрĕн пĕрремеш спектаклĕ иртет.
- Нарăс, 28 — Хусанта «Канаш» хаçатăн пĕрремеш каларăмĕ тухать.
- Ака, 13 — Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçатăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
- Ака, 27 — РСФСР Наркомнац çумĕнче чăваш уйрăмĕ йĕркеленет.
- Çĕртме, 9 — Хусанта чăвашсен пĕрремĕш ĕçченсемпе хресченсен съезчĕ пуçланнă (Çĕртме, 13-чен иртет).
- Авăн, 16 — Хĕрлĕ Ялав орденне йĕркеленĕ.
- Авăн, 18 — Чĕмпĕр хулине хĕрлисем ярса илнĕ.
- Авăн, 26 — «Чухăнсен сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
- Юпа, 30 — Хусанти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
- Чӳк, 14 — Чехословакире Вăхăтлăхри наци пухăвĕ уçăлать. Томаш Массарика президента суйлаççĕ, Чехословаки республика пулса тăрать.
- Чӳк, 30 — Чĕмпĕрти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Апаш Степан Павлович, прозаик, драматург.
- Лукоянов Порфирий, чăваш сăвăçи, çыравçи.
- Мишин Николай, чăваш сăвăçи.
- Никонов Андрей Никонович, чăваш çыравçи.
- Хурсай Геннадий Васильевич, чăваш сăваçи.
- Энзер Константин Филиппович, чăваш сăвăçи.
- Пуш, 7 — Орлов Василий Прохорович, чăваш сăвăçи, çыравçи.
- Пуш, 12 — Козлов Константин Иванович, сăвăç.
- Ака, 14 — Евстафьев Николай Филиппович, сăвăç, тăлмач.
- Ака, 18 — Токарев Аверий Матвеевич, чăваш кĕвĕçи.
- Çу, 14 — Мари Смит Джонс (Marie Smith Jones), Аляскăри эяк чĕлхине юлашки калаçакан.
- Çĕртме, 19 — Иванов-Таçук Трофим Иванович, сăвăç, прозаик, паллă кулăш ăсти.
- Утă, 8 — Орлов Арсентий Петрович, чăваш сăвăçи, литература критикĕ.
- Утă, 15 — Николаев Владимир Николаевич, педагогика ăслăлахĕсен кандидачĕ, доцент.
- Утă, 18 — Иртышев Иван Николаевич, сăвăç, тăлмач.
- Юпа, 18 — Галич Александр Аркадьевич, вырăс сăвăçи, драматургĕ, юрăçи.
- Чӳк, 2 — Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- Раштав, 21 — Курт Вальдхайм, Австри политикĕ.
Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çĕртме, 20 — Фролов Андрей Игнатьевич, Вăтам Азире Совет влаçĕшĕн кĕрешекенĕ.