Ясукуни храмĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ясукуни (яп. 靖國神社 Ясукуни-дзиндзя?) — Токио хулинчи синто тĕнĕн таса вырăнĕ («патшалăх лăпкăлăхĕн храмĕ»). Синто тĕнĕн церемонисене ирттермелли центр. Ясукуни уйрăмлă пайăрĕ — чылай синто храмĕсенче камине пуç çапаççĕ, кунта вара Японишĕн пуç хунă тĕкĕрçĕсене тата императора чыслаççĕ. Храмăн çӳлти турри — Япони императорĕ. Кунта кăмăлласа килекенсен хушшинче — Японин премьер-министрĕ пулнă Дзюнъитиро Коидзуми.
Храм кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Храма 1869 çулта туса лартнă, ытти таса вырăнсемпе танлаштарсан, патшалăхăн вăрçă ертӳлĕхĕн аллинче шутланать.
Уявсенче генералсемпе адмиралсем йĕркелесе пынă. Ясукуни храмĕнче вăрçăсенче пуç хунисен ят-йышĕсем пур. Çак таса вырăнтах император влаçĕн атрибучĕсем — тĕкĕр (куçкĕски) тата хĕç упраннă.
1874 çулта Мэйдзи император Ясукунине çитнĕ, çак кунчен пулман ĕç пулнă, мĕншĕн тесен кунта турăсене мар — паттăрсен чунĕсене, пуççапнă. Çапла ĕнтĕ, императоршăн хăйсен пурнăçне панă салтаксене турăсемпе тан ларnнă.
Турăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Синто йăлипе килĕшӳллĕ, Японин мĕнле те пулин вăрçинче пуç хунă япун гражданĕсене пуç çапмалла. Çак ят-йыш кашни вăрçăра таса сăн ят-йышне кĕртнисене палăртать:
- Босин вăрçи (граждан, 1867—68): 7751
- Сэйнан вăрçи (граждан, 1877): 6971
- Тайвань Экспедицийĕ (карапĕ путнă хыççăн 54 пулăçа тайвань аборигенĕсем вĕлернĕшĕн тавăрни), 1874: 1130
- Япун-китай вăрçи (1894—1895): 13 619
- Боксёрсен вăрçи (çав шутра китай пăлхавне путарма хутшăннă саккăр патшалăхăн), 1901: 1256
- Вырăс-япун вăрçи (1904—05): 88 429
- Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—18): 4850
- Цзинань Инциденчĕ (1928): 185
- Маньчжур инциденчĕ (Манчжурие оккупациленипе вĕçленет, 1931): 17 176
- Иккĕмĕш япун-китай вăрçи (1937—1941): 191 243
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: 2 133 885
Ясукуни тата политика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Синто тĕнĕн церемонисенче таса çынсен шутĕнче Ясукуни храмĕнче чысланăскерсем — вăрçăра киревсĕр ĕçсене тунăшăн Хидэки Тодзио (Тодзё), Сэйсиро Итагаки, Хэйтаро Кимура, Кэндзи Доихара, Иванэ Мацуи, Акира Муто, Коки Хирота тата урăххисем. Çакна пула япун оккупацинче XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче, çав шутра Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче, асапланнă Китайра тата Кăнтăр Корейра храм япун милитаризмĕн символĕ шутланать, Японин официаллă пайăр çыннисем ăна чыслани милитаризм рецидивĕ тата япун агрессине лекнĕ çынсен астăвăмне хур туни пулать.
2001 çултанпа çулсерен Япони премьер-министрĕ Дзюнъитиро Коидзуми Ясукуни храмне пырса çӳрени Китайпа Корейăна кӳрентернĕ, вĕсем çак пулăм пирки официаллă хирĕçлевсем кăларнă. Пекинăн официаллă каланинче, сăмахран, çакăн пек юратса пырса çӳрени «Нюрнберг трибуналĕпе айăпласа çакнă нацистсене чысланипе пĕрех» тенĕ. Хирĕçлевсене вырăна хуманнипе патшалăхсем хушшинче хирĕçлĕхсем ӳссе пынипе Японипе Китай тата Кăнтăр Корейпа Япони калаçăвĕсене чарса хунă.[1]
Коидзуми хыççăн премьер-министрĕн ĕç вырăнĕнче пулнă Синдзо Абэ харкашу ан тухтăр тесе Ясукунине пыман. Вăл храма паллă парне — бонсайа — çитернĕ. Çапла вара тĕнчери лару-тăрăва лăплăхра хăварса, çав вăхăтрах, вăрçăсенче паттăрла вилнĕ япунсене астунине кăтартнă.[2]
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ясукуни храмĕн официаллă сайчĕ
- Фотопухăм 2006 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пробелы в японской памяти 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ., статья Макса Бута (акăлч.)
- A feature from The Japan Times on the chief priest of Yasukuni and his views of PM visits(ĕçлемен каçă) (акăлч.)
- Detailed unofficial website about the Yūshūkan museum (акăлч.)
- Yasukuni Jinja photos and slideshow on the 60th anniversary of Japan’s surrender (2005) 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Yasukuni Jinja Yūshūkan 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Japanese 'oppose PM shrine trips' (акăлч.)
- 69 % in favor of Koizumi’s visit to Yasukuni Shrine 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)