Контент патне куҫ

Болгaр чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Пӑлхар чĕлхи ăнлавпа пăтраштармалла мар
Болгар чĕлхи
Тăван ячĕ: български език
Патшалăхсем: Пăлхари, Çурçĕр Македони, Украина, Серби, Румыни, Греци, Турци, Молдави, Албани, РФ
Регионсем: Балкан çурутравĕ
Официаллă статус: Болгaр чĕлхи Пăлхари

Европа пĕрлешĕвĕ Европа пĕрлешĕвĕ
Афон
Регионри е сахалрахăш чĕлхи[1]:
Румыни Румыни
Словаки Словаки
Серби Серби (Босилеград тата Димитровград общинисем[2])

Йĕркелекен: Пăлхар ăслăх академийĕн Пăлхар чĕлхин институчĕ (Институт за български език)
Рейтинг: 86
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Индоевропа çемьи
Славян турачĕ
Кăнтăр славян ушкăнĕ
Тухăç кĕçĕн ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (пăлхар алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1: bg
ISO 639-2: bul
ISO 639-3: bul
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Болгар чĕлхи (български език) — индоевропа чĕлхе çемьине кĕрекен славян ушкăнĕн кăнтăр кĕçĕн ушкăнĕнчи пăлхарсен чĕлхи. Пăлхари Республикин официаллă чĕлхи. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă. Пăлхар чĕлхипе илемлĕ тата ăслăх литературин чылай. Пăлхарла калаçакан тĕнчери мĕнпур йышĕ 2014 çул тĕлне — 9 миллиона яхăн çын.

Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче аналитизм тарăн тымар янă: ӳкĕмсем пачах çухалнă (вĕсен функцисем предлогсемпе сăмахсен йĕркелĕшĕ çине куçнă); палăртнă тата палăртман[3] тата «нуллĕ» артикльпе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх македон чĕлхинче артикльсем пур.

Лексикăлла пăлхар чĕлхи чиркӳ-славян чĕлхине çывăх, халиччен те тухăç славян чĕлхисенчи архаикăллă сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин лексиконĕсен пĕрпеклĕхĕ чиркӳ витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине серб, хорват тата македон чĕлхисем çывăхрах.

Диалектсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăлхар чĕлхин ареалĕ диалект енĕпе иккĕне пайланать — тухăç тата анăç калаçăвĕсем. Çак облаçсем чикки çурçĕртен кăнтăралла выртать, ѣ вырăнне уçă сасă каланин изофони уйрăмлăхне пула пайланаççĕ[4][5].

Тĕп статья: Пăлхар алфавичĕ

Пăлхар алфавитне (българска азбука) кириллицаникĕсĕпе тунă, унта 30 саспалли:

саспалли пăлхарла
ячĕ
тĕпри
аллофон (МФА)
урăх
аллофонсем
А а а [a]
Б б бъ [b]
В в въ [v]
Г г гъ [g]
Д д дъ [d]
Е е е [ɛ]
Ж ж жъ [ʒ]
З з зъ [z]
И и и [i]
Й й кĕске и [j]
К к къ [k]
Л л лъ [l]
М м мъ [m]
Н н нъ [n]
О о о [ɔ] [о]
саспалли пăлхарла
ячĕ
тĕпри
аллофон (ТФА)
урăх
аллофонсем
П п пъ [p]
Р р ръ [r]
С с съ [s]
Т т тъ [t]
У у у [u]
Ф ф фъ [f]
Х х хъ [x]
Ц ц цъ [t͡s]
Ч ч чъ [ʧ]
Ш ш шъ [ʃ]
Щ щ штъ [ʃt]
Ъ ъ ер голям [ɤ̞] [ə]
Ь ь ер малък -
Ю ю йу [ju] [u]
Я я йа [ja] [jɐ]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Council of Europe (акăлч.). — List of declarations made with respect to treaty No. 148. European Charter for Regional or Minority Languages. çăлкуçран архивланă 24 Чӳк уйӑхӗн 2012.(2014 çулхи Пуш уйӑхӗн 14-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  2. ^ Катунин Д.А. Статус языков в современном сербском законодательстве как реализация языковой политики государства // Вестник Томского государственного университета. Философия. Социология. Политология. - 2008. - № 2. - С. 143
  3. ^ Софийский университет «Св. Климент Охридский», Учебные программы для специальности Болгарская филология — «Современный болгарский язык. Морфология» 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. (на болгарском)
  4. ^ Бернштейн С. Б. Шаблон:Статья ЛЭС
  5. ^ Маслов, 2005, с. 69
Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|bg уйрăмĕ]].
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ

К:Украина чĕлхисем