Ылтăн Урта
Ылтăн Урта | |||||||||||||||||||||||||||
Улус Джучи Улуг Улус | |||||||||||||||||||||||||||
| |||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| |||||||||||||||||||||||||||
Ылтăн Урта 1300 çулта | |||||||||||||||||||||||||||
Тĕп хула | Пăлхар[2], Сарай-Бату, Сарай-Берке | ||||||||||||||||||||||||||
Шĕкĕр хуласем | Хусан, Аçтăрхан, Солхат[3], Увек, Сарайчик и др. | ||||||||||||||||||||||||||
Чĕлхе(сем) | |||||||||||||||||||||||||||
Тĕн | ислам (1320 çултанпа) — патшалăхри тĕн танкăрлăх католицизм (пурăнан халăхăн пайĕшĕн)[17] православи (пурăнан халăхăн пайĕ) | ||||||||||||||||||||||||||
Укçа виçи | данг[d], Пул (денежная единица)[d] и сум[d] | ||||||||||||||||||||||||||
Лаптăк | 6 млн яхăн км² (1310) | ||||||||||||||||||||||||||
Тытăмлăх_форми | выборная монархия[d] и монархи | ||||||||||||||||||||||||||
Династи | Джучидсем | ||||||||||||||||||||||||||
|
12241483
Ылтăн Урта (Улус Джучи) — XIII - XVI ĕмĕрсенчи Анат Атăлçири патшалăх. 1224—1266 ҫулсенче Монгол империне кӗнӗ. Ăна 1243 çулта Чингисханăн мăнукĕ, Джучин ывăлĕ монгол ханĕ Батый (1237—1255) йеркеленĕ. 1266 çулта, Менгу-Тимур хан тапхăрĕнче, Ылтăн Урта Аслă Монголирен пĕтĕмлĕ суверенитет çĕнтерсе илнĕ. Уртара куçса çӳрекен пысăк халăхĕ половец (кăпчаксен) йахĕсем шутланнă, вырăнта пурăнакан халăхсем шутĕнче — атăлçи пăлхарĕсем, мордва йăхĕсем, марисем, хорезмсем пулнă.
1312 çулта Уртара ислам тĕнне йышăннă. XVI ĕмĕрте Ылтăн Урта пĕтсе ларнă.
Ылтăн Урта пăхăнтарнă çĕрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ылтăн Уртан ханĕсем паянкунхи Раççейĕн (Тухăç Çĕпĕр, Инçет Тухăç тата Инçет Çурçĕр районĕсемсĕр пуçне) чылай çĕрсене, çурçĕр тата анăç Казахстан, Украина, Молдави, Узбекистан пайне (Хорезм) тата Туркмени çĕрĕсене тытса тăнă. Вырăс кнеçлĕхĕсене Уртаранах ертсе пыман. Уртан патшалăх тытăмĕн çыннисем, баскаксем, вырăссен çĕрĕсенче ясяк пуçтарнă, каярахпа çак ĕçе пăхăнтарнă вырăс кнеçĕсене тутарнă. Çак çĕрсене хăйсен пăхăнăвĕнче хăварас тесе тутарсен хĕçпăшаллă ушкăнĕсем пĕрмаях Руç çине пырса хуласене çĕмĕрсе, çунтарса, çаратса кайкаланă. XIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче кăна вунтăватă хут ухтарусем пулнă.
Азире Ылтăн Урта Чагатай (Джагатай) улусĕпе чикĕ тытнă.
Администрациллĕ пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Батый вăхăтĕнче Ылтăн Урта тĕп хули Сарай-Бату пулса тăрать (Хальхи Аçтăрхан çумĕнчи вырăнта); XIV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче тĕп хулана Сарай-Беркене куçать (ăна Берке хан (1255—1266 никĕсленĕ), паянхи Волгоград çумĕнче).
Ылтăн Урта нумай халăхлă та хуçалăх енчен тĕрлĕ нумай укладлă патшалăх пулнă. Караван сутă-илӳ тĕпĕсем Сарай-Бату, Сарай-Берке, Ургенч, тата Крымри Судак, Каффа, Азов тинĕсĕ çинчи Азак (Азов) хулисем, кунтах Генуя хулан сутă-илӳ колонийĕсем вырнаçнă.
Патшалăха Чингисханăн нĕсĕлĕсем — торесем — ертсе пынă. Политикăри чи паллă ĕçсене йышăнма пĕтĕм халăхăн пухăвĕсем - курултайсем — пуçтарăннă. Патшалăх ĕçĕсене пĕрремĕш министр (бекляре-бек — кнĕçсен кнеçĕ) тытса пынă, ăна министрсем — везирсем — пăхăнса ĕçленĕ. Хуласене тата вĕсен пăхăнăвĕнчи çĕрсене ясаксем (налуксем) пуçтарма — даругсене (тăрăхсене) — янă. Çавăн пекех даругсемпе пĕрлех çарпуçсене — баскаксене те — ятарласа янă. Патшалăх тытăмлăхĕ çурмаçарлă пулнă, мĕншĕн тесен çар тата администраци ĕçĕсене пĕрле тытса тăнă. Чи яваплă тытăм ĕçĕсене ертсе пыракан ăру тиккийĕсем (оглансем) туса пынă. Вĕсемех Ылтăн Уртара улуссене тытса тăнă тата çар ушкăнĕсене ертсе пынă. Бегсен (нойонсен) тата тархансен шайĕнчен çарпуçĕсем — темниксем, пинпӳсем, çĕрпӳсем, çаплах бакаулсем (хальхи пек каласан, çар интенданчĕсем) тухнă.
Сутă-илӳ ĕçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Крымри тата Тан шывĕн кӳлмекĕнчи генуйсен колонисемпе (Готи капитанлăхĕ) Урта сутă-илӳ ĕçĕсем тунă: кунта пусма, пир, катам пир, хĕçпăшал, хĕрарăм валли капăр япаласем, ахах-мерчен, техĕм, ладан, çамлă тир, сăран, пыл, ăвăс, тăвар, тырă, пула, йывăç, вăлча, олива çуне сутнă.
Ылтăн Урта Генуй купсисене чура тата вăрçăра туртса илнĕ пурлăха сутнă.
Крым сутăç хулисем урлă Атăл тăрăх Кăнтăр Европăна, Вăтам Азие, Ирана, Индие, Китая çитекен сутă-илӳ çулĕсем тухнă.
Ылтăн Урта пĕтни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăй никĕсленнĕ вăхăтранах Ылтăн Урта улуссене пайланнă, вĕсем Джучин 14 ывăлĕсене пăхăнса тăнă: 13-шĕ Батый-хана çеç пăхăннă, тытăм ĕçĕсене кашни хăймайлă тытса пынă.
Джанибек-хана 1357 çулта вĕлернĕ хыççăн ахăр-самана пуçланса каять, çак пĕрлĕхлĕ патшалăх арканма тытăнать. 1357 çултанпа 1380 çулчен Ылтăн Урта астулĕ çинче 25 хан ытла ларса тухнă.
1360—1370 çулсенче патшалăха Мамай ярса илнĕ. 1360-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Ылтăн Уртаран Хорезм тухса ӳкет, 1362 çулта литва кнеçĕ Ольгерд Днепр çумĕнчи çĕрсене хăй аллине илет, Аçтăрхан уйрăлса каять. Тата вырăс кнеçлĕхĕсем Мускав тавра пуçтарăнма пуçлаççĕ. Мамай вара Раççейрен виçĕ çул малалла çулсемшĕн ясак пуçтарса ăна хавшаклатас тĕллевпе хăйĕн çарĕпе Мускава хирĕç вăрçăпа тухать.
1380 çулта Куликово çапăçăвĕ пулса иртет, унта вырăс кнеçĕсен çарĕсем Мамая аркатса хăваласа яраççĕ.
Тăхтамăш-хан (1380—95) вăхăтĕнче Уртари хирĕçӳсем чарăннă, тĕп влаçĕ каллех Ылтăн Уртан чылай территорине пăхăнтарнă. Тăхтамăш 1380 Мамай çарне Калка шывĕ çинче çапса çĕмĕрет, 1382 çулта Мускав патне пырать, ултавпа ярса илсе те çунтарса ярать. Хăйĕн вăйĕсене тĕреклетнĕ хыççăн Тимĕрлана хирĕç тухать. Тимĕрлан çарĕ Тахтамăша темиçе хутчен, Атăл çинчи хуласене çĕнтерсе илсе аркатать, çав шутра Сарай-Берке, Крым хулисене ухтарса сиенлет. Ылтăн Уртана пысăк çухатусем çитеççĕ, çавăнтан вăл вара тек ура çине тăрайман.
XV ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Çĕпĕр ханлăхĕ, 40-мĕш çулсенче — Нухай Урти, каярахпа Хусан ханлăхĕ (1438) тата Крым ханлăхĕ (1443), 60-мĕш çулсенче — Казах, Узбек ханлăхĕсем, çаплах тата Аçтăрхан ханлăхĕ çут тĕнчене тухнă. XV ĕмĕрте Руç те Ылтăн Уртан пăхăнăвĕнчен тухать. 1480 çулта Ахмат-хан, Пысăк Урта ханĕ, Иван III кнеçе пăхăнтарасшăн пулнă, анчах та çак ĕç ăнăçсăр вĕçленнĕ. 1480 çулта кăна вырăссем тутар-монголсен айĕнчен тĕппĕнех тухнă. Пысăк Урта та вара XVI ĕмĕр пуçламĕшĕнче пачланнă.
Ылтăн Урта ханĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Джучи-огул - Чингисхан ывăлĕ, Джучи улусĕн аслă даругачи (1225—1227).
- Батый — Джучи-огул ывăлĕ, Джучи улусĕн аслă даругачи (1227—1255), Еке Монгол улусĕн орлокĕ (1235—1241).
- Сартак-оглан, Батый ывăлĕ, Джучи Улусăн аслă даругачи (1255—1256).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Zahler, Diane The Black Death (Revised Edition). — Lerner Publishing Group, 2013. — ISBN 978-1-4677-0375-8
- ^
+В.Д. Димитриев, С.А. Краснов.
−{{{2}}} Болгарская земля // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 25.01.2020. - ^ Большая Российская энциклопедия «Вскоре город стал центром правого крыла Золотой Орды со ставкой беклербека из правящего дома ... Важный пункт контроля над транзитной торговлей со Средиземноморьем»
- ^ 1 тата 2 Габдельганеева Г. Г История татарской книги: от истоков до 1917 г. — Directmedia, 2015. — ISBN 9785447536473
- ^ Золотая Орда. — Павлодарский государственный университет имени С. Торайгырова, 2007. — ISBN 9789965081316
- ^ ДОКУМЕНТЫ->ЗОЛОТАЯ ОРДА->ПИСЬМА ЗОЛОТООРДЫНСКИХ ХАНОВ (1393-1477)->ТЕКСТ
- ^ Григорьев А. П. Официальный язык Золотой Орды XIII-XIV вв.//Тюркологический сборник 1977. М, 1981. С.81-89."
- ^ Татарский энциклопедический словарь. — Казань: Институт Татарской энциклопедии АН РТ, 1999. — 703 с., илл. ISBN 0-9530650-3-0
- ^ Фасеев Ф. С. Старотатарская деловая письменность XVIII в. / Ф. С. Фасеев. – Казань: Тат. кн. издат., 1982. – 171 с.
- ^ Хисамова Ф. М. Функционирование старотатарской деловой письменности XVI-XVII вв. / Ф. М. Хисамова. – Казань: Изд-во Казан. ун-та, 1990. – 154 с.
- ^ Письменные языки мира, Книги 1-2 Г. Д МакКоннелл, В. Ю. Михальченко Академия, 2000 Стр. 452
- ^ III Международные Бодуэновские чтения: И.А. Бодуэн де Куртенэ и современные проблемы теоретического и прикладного языкознания : (Казань, 23-25 мая 2006 года) : труды и материалы, Том 2 Стр. 88 и Стр. 91
- ^ Введение в изучение тюркских языков Николай Александрович Баскаков Высш. школа,, 1969
- ^ Татарская энциклопедия: К-Л Мансур Хасанович Хасанов, Мансур Хасанович Хасанов Ин-т Татарской энциклопедии, 2006 Стр. 348
- ^ История татарского литературного языка: XIII-первая четверть XX в Институт языка, литературы и искусства (ИЯЛИ) имени Галимджана Ибрагимова Академии Наук Республики Татарстан изд-во Фикер, 2003
- ^ http://www.mtss.ru/?page=lang_orda Э. Тенишев Язык межнационального общения золотоордынской эпохи
- ^ Католические миссионеры в Золотой Орде // Золотая Орда в мировой истории / Хакимов Р.С., Фаверо М., Трепавлов В.В., Миргалеев И.М., Хаутала Р. (ред.). Казань: Институт истории им. Ш.Марджани АН РТ, 2016. С. 328–334.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн историйĕ |
|
---|---|
Чăваш Енĕн территорийĕ Авалхи тĕнчере | |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вăтам ĕмĕрсенче |
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр) • Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ (VII ĕмĕр) • Хасар хаканлăхĕ (650—969) • Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240) • Ылтăн Урта (Пăлхар улусĕ) (1240 — 1438) • Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вырăс патшалăхĕнче |
Хусан патшалăхĕ (1552 — 1708) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Раççей империйĕ йышĕнче | |
Чăваш Ен РСФСР (ССРП) йышĕнче | |
Чăваш Ен РФ йышĕнче |
Чăваш Республики (1992-па) |
Ылтăн Урта хулисем |
|
---|---|
Хуласем |
Сарай-Берке • Сарай-Бату • Болгар • Укек • Хаджи-Тархан • Сарайчик • Солхат • Мохша • Маджар • Бельджамен • Сыгнак • Иске-Казань • Суммеркент • Азак • Биляр |
Хулашсем |
Узбекистан историйĕ |
|
---|---|
Аваллăх |
Андрон культури (п.эрч. XVII — п.эрч. IX ĕм.) • Бактри-Марги археологи комплексĕ (п.эрч. XXIII — п.эрч. XVIII ĕм.) • Скифсем (саксем, массагетсем, дахсем) (п.эрч. XVIII — п.эрч. IV) • Хорезм (п.эрч. VIII — п.эрч. VI ĕм.) • Сăкăт (— п.эрч. VI ĕм.) • Чач (— п.эрч. III ĕм.) • Фергана (— п.эрч. VI ĕм.) • Бактри (п.эрч. VIII — п.эрч. VI ĕм.) • Ахеменид патшалăхĕ (п.эрч. 558—330) • Александр Македонскин империйĕ (п.эрч. 334 — п.эрч. 312) • Селевкидсен патшалăхĕ (п.эрч. 312—п.эрч. 250 çç.) • Грек-Бактри патшалăхĕ (п.эрч. 250 — п.эрч. 130 çç.) |
(П.эрч. II ĕмĕр — 1055) |
Кангюй патшалăхĕ (п.эрч. III ĕм. — п.эрч. V ĕм. варри) • Давань (п.эрч. II — п.эрч. I ĕм.) • Кушан патшалăхĕ (I — III ĕм.) • Уструшана (IV — V ĕм.) • Чаганиан (V — IX ĕм.) • Илак (V — XIII ĕм.) • Хионитсен патшалăхĕ (IV — V ĕм.) • Кидаритсен патшалăхĕ (Тохаристан) (IV — V ĕм.) • Эфталитсен патшалăхĕ (V — VI ĕм.) • Тĕрĕк хаканлăхĕ (552—603) • Анăçри хаканлăх (603—698) • Тюргеш хаканлăхĕ (698—766) • Огуз патшалăхĕ (750—1055) • Карлук хаканлăхĕ (766—940) |
Ислам çĕнсе илни (661—750) |
Омейяд халифачĕ (661—750) • Аббасид халифачĕ (750—1258) • Тахирид эмирачĕ (821—873) • Саффарид эмирачĕ (861—1003) • Саманид эмирачĕ (875—999) |
Тĕрĕк патшалăхĕсем (840—1221) |
Газневид султаначĕ (963—1187) • Караханид патшалăхĕ (840—1040) • Анăç-Караханид ханлăхĕ (1040—1212) • Тухăç-Караханид ханлăхĕ (1042—1212) • Сельджукидсен патшалăхĕ (1037—1194) • Хорезмшахĕсен султаначĕ (1077—1231) |
Монголсем çĕнсе илни (1221—1269) |
Каракитай ханлăхĕ (1141—1212) • Монгол империйĕ (1206—1291) • Чагатай улусĕ (1224—1340) • Джучи улусĕ (1224—1360) |
Çĕнĕ вăхăт |
Могулистан (Тухăç Чагатай улусĕ) (1346—1370) • Тамерлан империйĕ тата Тимуридсен патшалăхĕсем (1370—1500) • Узбек ханлăхĕ (1428—1468) • Бухара ханлăхĕ (1500—1785) • Хива ханлăхĕ (1512—1920) • Коканд ханлăхĕ (1709—1876) • Ташкент патшалăхĕ (1784—1809) • Бухара эмирачĕ (1785—1920) • Кундуз ханлăхĕ (1800—1850) • Раççей империн Вăтам Азири харпăрлăхĕсем (Сырдарья • Фергана) • Самарканд облаçĕсем • Туркестан автономийĕ (1917—1918) • Вăхăтлăх Фергана правительстви (1919—1920) |
Çĕнĕрех вăхăт |
Туркестан АССР (1918—1924) • Бухара ХСР (1920—1924) • Хорезм ХСР (1920—1923) • Хорезм ССР (1923—1924) • Бухара ССР (1924) • Узбек ССР (1924—1991) • Узбекистан Республики (1991-па) |