Контент патне куҫ

Сиборгий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.
Сиборги/Seaborgium (Sg)
Атом номерĕ 106
Ансат япалалăхăн курăмĕ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
[271] а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [ [Rn]5f146d47s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус пм
Ион радиусĕ пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
Электрод потенциалĕ
Оксидлав капашĕсем
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх Вт/(м·K)
Шăрану температури K
Шăраннин пайлавла ăшши кДж/моль
Вĕрев температури K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ кДж/моль
Моль калăпăшĕ см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ
Решетке периочĕ Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури K
Sg 106
[271]
Rn]5f146d47s2
Сиборги

Сиборги (лат. Seaborgium), Sg, — 106-мĕш хими элеменчĕ.


Истори

Элемента пĕрремĕш хут 1974-мĕш çулти Берклири Лоуренс ячĕллĕ наци лабораторинче 249Cf+18O→263106+4n. реакципе синтезленĕ [1]. 259Rf тата малалла 255No α-арканупа изотопа уйăрнă. Çав вăхăтрах, анчах уйрăм ĕçлесе, Дубнăри Г. Н. Флеровпа Ю. Оганесян ушкăнĕ 106-мĕш элемента хура тăхланпа хром тĕшĕсене пĕрлештерсе синтезлани çинчен пĕлтернĕ[2]. Тĕпчевçĕсем асăрханă спонталлă пайлануне 259106 изотопăн тĕшĕ арканнипе çыхăнтарнă (çурма аркану тапхăрĕ темиçе милли çеккунт) [3]. 1993-мĕш çулта ИЮПАК ĕç ушкăнĕ Дубна ушкăнĕн ĕçĕ малалли тĕпчевсем валли пысăк пĕлтерĕшлĕ, анчах беркли ушкăнĕпе танлаштарсан, çĕнĕ элемента синтезланине уçăмлă çирĕплетеймен [4]. Çавăнпа 1997-мĕш çулхине ИЮПАК (хăйĕн малтанхи сĕнӳпе, совет ăсчахĕсем сĕннĕ пек резерфорди ятпа килĕшмесĕр)[5]) америка тĕпчевçисем сĕннипе Гленн Сиборг ятне çирĕплетет [6]. Сиборг плутони тата тăхăр трансуран элеменчĕсен синтезланине хутшăннă. Çавăн хыççăн хăй пурăннă вăхăтрах хими элеменчĕн ятне тивĕçлĕ пĕрремĕш ăсчах пулса тăнă[7].

Синтезланă элемент питĕ радиохастар, часах арканать.

Сиборгий принадлежит к числу трансактиноидов, предположительно расположен в группе VIB, в седьмом периоде системы Менделеева. Формула трёх внешних электронных слоев атома сиборгия предположительно такова: Асчахсем элементăн темиçе изотопне (258—266 тата 271) синтезленĕ. 271Sg изотопăн çурма аркану тапхăрĕ чи пысăкки, 2,4 мин. 298 К металл хытă пулмалла. Тĕсĕ паллă мар, шурă-кĕмĕл е сăрă тĕслĕ пуль.


Изотопĕсем

Изотоп Масса Çурма аркану тапхăрĕ[8] Аркану меслечĕ
258Sg 258 2,9+1,3−0,7 мç спонталлă пайлану
259Sg 259 0,48+0,28−0,13 ç α-аркану 255Rf (90 %);
спонталлă пайлану
260Sg 260 3,6±0,9 мç α-аркану256Rf;
спонталлă пайлану
261Sg 261 0,23±0,06 ç α-аркану 257Rf
262Sg 262 6,9+3,8−1,8 мç спонталлă пайлану;
α-аркану 258Rf (< 22 %)
263Sg 263 1,0±0,2 ç α-аркану 259Rf;
спонталлă пайлану (< 30 %)
264Sg 264 37+12−11 мç спонталлă пайлану
265Sg 265 8±3 ç спонталлă пайлану;
α-аркану 261Rf
266Sg 266 21+20−12 с спонталлă пайлану;
α-аркану 262Rf
271Sg 271 2,4+4,3−1,0 мин α-аркану 267Rf;
спонталлă пайлану

Хими çыхăнăвĕсем

Наука пĕлĕкен пĕртен пĕр сиборги çыхăнăвĕ - сиборги (VI) фторичĕ.


Асăрхавсем

  1. ^ A. Ghiorso et al. Element 106. — Т. 33. — № 25.
  2. ^ Ю. Ц. Оганесян и др. Синтез нейтронодефицитных изотопов фермия, курчатовия и элемента с атомным номером 106. — Т. 20. — № 8.
  3. ^ В обзорной работе Хофманна (S. Hofmann New elements - approaching Z=114. — Т. 61. — № 6.) хальхи пĕлӳпе килĕшӳллĕн вĕсем 260Sg тата 256Rf изотопĕсен спонталлă пайлануне асăрханă
  4. ^ R. C. Barber et al. Discovery of the transfermium elements. — Т. 65. — № 8.
  5. ^ Commission on Nomenclature of Inorganic Chemistry Names and symbols of transfermium elements (IUPAC Recommendations 1994). — Т. 66. — № 12.
  6. ^ Commission on Nomenclature of Inorganic Chemistry Names and symbols of transfermium elements (IUPAC Recommendations 1997). — Т. 69. — № 12.
  7. ^ Willem H. Koppenol Paneth, IUPAC, and the Naming of Elements. — Т. 88. — № 1.
  8. ^ Nudat 2.3


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Каçăсем