Еврази
Еврази — Çĕр çинчи чи пысăк континент.
Географи
Континент Çурçĕр çуршаринче вырнаçнă, çапах та унăн хăш-пĕр утравĕсем Кăнтăр çуршарине лекеççĕ. Континент икĕ тĕнче пайĕнчен пулса тăрать: Европăран тата Азирен (çавăн пирки Александр Гумбольдт çапла ят панă). Европăпа Ази хушшинчи чикĕ йĕррисем Урал тăвĕсем, Атăл, Эмба шывĕсем, Каспи тинĕсĕ, Кума шывĕ, Кумо-Маныч впадина, Маныч шывĕ, Тан шывĕ, Арамаçин çурçĕр тăррисем, Босфорпа Дарданел проливсем урлă каяççĕ. Çакăн пек уйăрни историллĕ май пырса килнĕ. Çутçанталăк енчене пăхсан, Европăпа Ази хушшинче чикĕсем çук теме юрать. Пĕрçыххăллă тектоника улшăнăвĕсем пулса-иртнĕçем тата нумай климатлă ĕç-пулăмĕсен пĕрлĕхне пула Еврази континенчĕ паянкуна пĕр типçĕр пулса тăрать.
Континент анăçран Атлантика океанĕн, çурçĕртен — Çурçĕр Пăрлă океанĕн, тухăçран — Лăпкă океанĕн, кăнтăртан — Инди океанĕн, çапла та татах çав океансен çум тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Еврази анăçран тухăçа çити 16 пин çм, çурçĕртен кăнтăра — 8 пин çм тăсăлать, çĕр лаптăкĕ — 53,4 млн. çм2. Ку вăл планетăн типçĕрĕсен виççĕмĕш пайĕ пулать. Евразин утравĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 2,75 млн. çм2 яхăн.
Халăх йышлăхĕ
Евразире 4,3 млрд. ытла çын пурăнать. Чылай шутлă этнос ушкăнĕсем — китаецсем, вырăссем, арапсем.