Википеди:Кун пулăмĕсем:Пуш уйăхĕ
Курӑнакан калӑплав
Нарăс — Пуш — Ака | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | |||||
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
31 | ||||||
Эрне кунĕсен ячĕсене 2008 çул валли кăтартнă |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Пуш, 1
- 1565 — Эштасиу ди Са Францие йĕкĕлтесе Рио-де-Жанейро хулана никĕсленĕ
- 1781 — Мэриленд çурçĕр американ штачĕсенчен чи кайран Конфедераци статьисене ратифициленĕ
- 1872 — тĕнчери пĕрремĕш Йеллоустоун наци паркне йĕркеленĕ
- 1896 — Эфиопи итал çарĕн тапăнăвне сирсе янă
- 1919 — Корейра япон колони администрацине хирĕç пăлхавсем тапранаççĕ
- 1954 — водород бомбине сирпĕтнĕ хыççăн Лăпкă океанри Бикини атолл (капăрл. çинче çӳлте) шыва анса ларнă
- 2000 — Иккĕмĕш чечен вăрçин тапхăрĕнчи 776 çӳллĕш патĕнчи çапăçу
Пуш, 2
- 1791 — Клод Шапп оптика телеграфĕ ĕçлевне кăтартнă
- 1836 — Вашингтон-Бразос-çинчи хулара Техас ирĕклĕхĕн декларацине йышăннă
- 1930 — «Правда» И. В. Сталинăн «Головокружение от успехов» статьине пичетлет
- 1933 — Çĕнĕ Йоркра «Кинг-Конг» (капăрл.) фильмăн премьери иртет
- 1942 — Исмуков Николай Аверкиевич, сăвăç çуралнă.
- 1943 — австрали тата американ СÇВ Бисмарк тинĕсĕнче
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур [[:{{{1}}}:Кун пулăмĕсем:Пуш уйăхĕ|Кун пулăмĕсем:Пуш уйăхĕ]]. Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр.
|
- 1944 — Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик вилнĕ.
- 1969 — Даманский утрав çинче совет тата китай чикĕ сыхлавçисем çапăçнă
- 2001 — Талибсем Будда культурин авалхи палӑкӗсене аркатма тытăннă
- 2008 — Раççейĕн 3-мĕш президенчĕ пулма Дмитрий Медведева суйланă
Пуш, 3
- 1613 — Земский собор патша пулма Михаил Романова (капăрл.) суйланă
- 1799 — нумай уйăх хупăрланă хыççăн Хура тинĕс флочĕ Корфу кармана туртса илнĕ
- 1839 — Магницкий Василий Константинович, паллă чăваш çутта кăлараканĕ, историк, этнограф çуралнă.
- 1861 — Александр II Раççейре крепăç правине пăрахăçланă
- 1875 — парисри Opéra-Comique театрта «Кармен» оперин тĕнчери премьери иртнĕ
- 1875 — Монреальти Виктори пăр лаптăкĕнче пĕрремĕш хоккей матчĕ иртнĕ
- 1918 — Совет Раççейĕ Германипе Брест лăпкăлăх килĕшĕвне тунă.
- 1938 — Сауд Аравинче пĕрремĕш нефть скважинине пăраланă
- 2005 — Стив Фоссетт Çĕр тавра пĕрремĕш ăстрăм пĕр чарăнмасăр пĕччен вĕçсе çаврăннă.
Пуш, 4
- 1152 — Фридрих I Барбаросса Таса Рим империн императорĕн астулне йышăнать
- 1726 — Петербургра, Ăслăх академийĕ çумĕнче Раççейре пĕрремĕш гимнази ĕçлеме тытăнать
- 1769 — Шарль Мессье астроном Орион тĕтрелĕхĕ объекта уçать
- 1837 — «Смерть поэта» сăвăна хайланăшăн Михаил Лермонтова аресленĕ
- 1877 — Мăн театрта пĕрремĕш хут «Лебединое озеро» балета кăтартнă
- 1890 — Эдинбургра Фёрт-оф-Форт урлă кĕпере (капăрл.) куçăма уçнă
- 1919 — Мускавра Коминтерн йĕркелеме йышăннă
- 1988 — Луврта Бэй Юймин проекчĕпе кантăк пирамидине лартнă
- 2012 — Владимир Путина Раççей президенчĕ пулма виççĕмĕш ăстрăм суйланă
Пуш, 5
- 1705 — рекрута илес хутай, Петĕр I çарне йĕркелени.
- 1711 — Ертӳлĕх Сенатне — Раççейĕн аслă патшалăх органне — йĕркеленĕ.
- 1770 — анкăл салтакĕсем Бостонра пурăнакансене пăшалран пенĕ.
- 1860 — Парма, Тоскана, Модена тата Романья халăхĕ Пьемонт йышне кĕресшĕн сасăланă
- 1893 — Хамад ибн Туваини Занзибарăн султанĕ пулса тăнă.
- 1908 — Митта Ваçлейĕ çуралнă.
- 1946 — Уинстон Черчилĕн (капăрл.), «Сивлек вăрçи» тапраннине пĕлтерекен Фултонри калаçăвĕ.
- 1953 — Совет патшалăхĕн ертӳçи Иосиф Сталин вилнĕ.
- 1970 — «Йĕтре хĕçпăшалне сарас мар килĕшӳ» вăя кĕрет.
- 1979 —«Вояджер-1» космос аппарачĕ Юпитера çитет.
Пуш, 6
- 1629 — Фердинанд II император Реституци эдикчĕ хутая кăларать
- 1801 — маркиз де Сада «Жюстина» (капарл.) роман авторĕ тесе айăпласа тытса хупнă
- 1853 — венеци «Ла Фениче» театрĕнче Джузеппе Вердин «Травиатăн» премьери иртет
- 1868 — Дмитрий Менделеев Раççей хими пĕрлĕхне периодикăллă тапăлĕн пĕрремĕш версине пĕлтерет
- 1899 — нимĕç химикĕ Феликс Хоффман аспирина тумалли патента илет
- 1902 — «Реал Мадрид» футбол клубне йĕркеленĕ
- 1917 — Финляндин автономине чĕрĕлтерен манифест тухать
- 1925 — «Пионерская правда» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухать
- 1935 — «Ял пурнăçĕ» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 2007 — Суматра утравĕ çинче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртрĕ. Хăвачĕ Рихтер шкалипе 6,3 баллпа танлашнă.
Пуш, 7
- 1799 — Икĕпат харçи: 4 кун хупăрланă хыççăн Наполеон Яффăна (капăрл.) кĕрет
- 1876 — Александр Грейам Белл телефона патентлать
- 1896 — Спиридонов Григорий Спиридонович, пĕрремĕш профессиллĕ чăваш скульпторĕ çуралнă.
- 1906 — Аслă Финлянди кнеçлĕхĕ арçынсемпе хĕрарăмсене суйлама тата суйланма пĕр тан правасем парать
- 1914 — Вильгельм Вид кнеç албан астулне йышăнать
- 1924 — Марков Борис Семёнович, чăваш артисчĕ, режиссёр çуралнă.
- 1936 — вермахт салтакĕсем велосипедсемпе Рейн демилитаризаци зонине ярăнса кĕреççĕ
- 1967 — СССР икĕ кану кунлă 5-кунлă ĕçлев эрнине куçать
- 1981 — Ленинградри рок-клуб «Зоопарк» концерчĕ уçăлать
- 1987 — «До и после полуночи» телекăларăм тухма пуçлать
- 2006 — Индири Варанаси хулинче икĕ сирпĕнӳ пулнă. Пĕри храмра пулса иртнĕ, тепри — чукун çул станициĕнче. 6 çын вилнĕ, 60 çын ытла аманнă.
- 2006 — Аддис-Абебăра сирпĕнӳ пулнă. Пĕри хăна çурчĕнче пулнă, тепри пасарта. Тăватă çын вăйлă аманнă.
- 2006 — Тулăпа Липецк облаçĕсен чикки патĕнче автобус грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ.
Пуш, 8
- 1669 — Этна вулканăн историри чи пысăк пĕрхенĕвĕ (утă уйăхĕн варрине çити пырать).
- 1809 — И. А. Крыловăн «Юптарусен» пĕрремĕш кĕнеки тухать.
- 1900 — «Илемлĕх тĕнчи» пултарулăх ушкăнĕн уставне çирĕплетнĕ.
- 1908 — Хĕрарăмсен Çĕнĕ Йоркри гендер пĕртанлăхĕшĕн (капăрл.) массăллă демонстрацисем.
- 1917 — Путилов савучĕн ĕçтешĕсем хăй тăрăмлăхне сирпĕнтерес лозунгпа митинга тухаççĕ.
- 1952 — Филадельфин Пенсильвани хоспитăлĕн тухтăрĕсем пĕррĕмĕш хут «искусствăллă чĕре» аппаратпа уса кураççĕ.
- 1983 — Рональд Рейган халах умĕнче СССРа «Усал империйĕ» тесе айăплать.
- 1988 — нумай ачаллă Овечкинсен çемьи СССРтан Лондона самолёта ярса илсе тарасшăн хăтланнă.
Пуш, 9
- 1309 — Авиньонра папăна тыткăнлани: Климент V Авиньонра (капăрл.) вырнаçнă.
- 1617 — Вырăс-швед вăрçи 1613—1617 Столбов килĕшĕвĕ хыççăн вĕçленнĕ.
- 1796 — Наполеон Бонапарт Жозефина Богарнене качча илнĕ.
- 1842 — Миланри «Ла Скала» театрĕнче Вердин «Набукко» оперин премьери иртнĕ.
- 1918 — Совет Раççейĕн тĕп хулине Петроградран Мускава куçарнă.
- 1933 — АПШ ылтăн стандартне пăрахăçланă.
- 1953 - Мускавра Сталина пытарнă.
- 1956 — Сталина Хрущёв айăпланине хирĕçле Тбилисири митингсене вăйпа салатса янă.
- 1959 — Çĕнĕ Йоркра тетте ярмăркинче çĕнĕ пуканене — Барби ятлăскерне — кăтартнă.
Пуш, 10
- 1535 — испан тинĕс çӳревçи Томас де Берланга Галапагос утравĕсене тупса уçать.
- 1780 — Екатерина II американ колонисен пăлхавĕ пирки «хĕçпăшаллă нейтралитет» йышăнать
- 1804 — Франци Луизианăна АПШна официаллă панă
- 1831 — франци патши Луи-Филипп Ютçĕр легионне йĕркелет
- 1861 — Эль-Хадж Омар Бамбара африка патшалăхне пăрăнтарать
- 1939 — Матвеев Тимофей Матвеевич, чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи вилнĕ.
- 1939 — Мускавра Шаболовка телецентрĕ теле калаçу пуçлать
- 1959 — Лхасăра китая хирĕçле массăллă тăни пуçланать
- 1977 — Койпер обсерваторин ĕçтешĕсем Уран унуисене (капăрл.) уçнă
Пуш, 11
- 1744 — Лондонра «Сотбис» аукцион çуртне никĕсленĕ.
- 1879 — Япони Лăпкă океанри Рюкю çĕр-шывне аннексилет.
- 1903 — Логинов Алексей Романович, Совет Союзăн Паттăрĕ çуралнă.
- 1917 — Месопотами кампанийĕ: британ салтакĕсем Бахтата кĕнĕ.
- 1931 — СССРта Библие сарма чарнă.
- 1938 — Австри китлĕр Германийĕ çумне хушăнать.
- 1941 — АПШ конгресĕ «Вăрçă материалĕсемпе хĕçпăшала кивçене е арендăна парас пирки» (ытларах Ленд-лиз акчĕпе) саккуна йышăнать.
- 1990 — Литва СССР республикисенчен пĕрремĕш ирĕклĕхе пирки пĕлтерет.
- 2004 — мадрид хулаçум пуйăсĕсенчи террор акчĕсен серийĕ, инкеке 191 çын лекнĕ.
- 2011 — Хонсю утравĕн хĕвел тухăç çыранĕнчи Японин хальхи кун-çулĕнчи чи пысăк инкекĕ — çĕр чĕтренĕвĕ (капăрл.) — пулса иртет.
Пуш, 12
- 1229 — Улттăмĕш хĕрес харçи: Фридрих II ертсе пынă хĕрес тĕкерчĕсен çарĕ Иерусалима кĕрет
- 1714 — Петĕр I «тĕрлĕ чинсенчен пĕчĕк ачисем» валли цифир шкулĕсене уçмалли хушу кăларать.
- 1832 — Филиппо Тальони Парисра «Сильфида» балета (капăрл.) лартать.
- 1874 — Турхан Якку, сăвăçă, куçаруçă çуралнă.
- 1896 — Петербургра А. С. Попов хатĕрленĕ приборпа тĕнчере пĕрремĕш радиограмма янă.
- 1917 — Петроградри Февраль революцин кульминацийĕ.
- 1918 — Балти флочĕ Гельсингфорсран Пăрлăх харçине тухать.
- 1922 — Грузи, Эрмени тата Азербайджан КЛСФСР туса хунă.
- 1930 — Махатма Ганди хăйĕн майлисене Тăвар харçине йыхравлать.
- 1940 — совет-финн вăрçи вĕçленет. СССРпа Финлянди лăпкăлăха куçаççĕ, Совет Союзне Выборг тата Хĕвел анăç Карелие панă.
- 1944 — Арапов Владимир Яковлевич, график çуралнă.
- 1947 — Трумэн доктринине пĕрремĕш хыпарланă.
- 1974 — Совет «Марс-6» станцийĕ Марс çине анса ларать, Çĕр çине çак планетăн атмосферипе тăпри пирки пĕрремĕш хыпарсене пĕлтерет.
Пуш, 13
Уявсем:
- 1781 — Уильям Гершель Хĕвел системинче кунчен паллă пулман планетăна (капăрл.) шыраса уçнă
- 1845 — Фердинанд Давид Ф. Мендельсонăн Сĕрме купăспа оркестр концертне пĕрремĕш выляса кăтартать
- 1884 — Махди Гордон генерала Хартумра хупăрлать
- 1920 — пăтăрмахçăсем Лютвицпе Капп ертсе пынипе Берлина ярса илеççĕ
- 1943 — Холокост: китлĕрсем Краковри геттăна пĕтернĕ
- 1974 — Парисра Шарль де Голль аэропорчĕ уçăлнă
- 1997 — телевизионщиксем тĕлĕнтермĕшлĕ Финикс çийĕнчи çутăсене курнă
- 2008 — ылтăн хакĕ историре пĕрремĕш унцишĕн $1,000 çӳле хăпарать
Пуш, 14
- 1489 — Кипрăн юлашки хĕрарăм патши утрава Венеци республикине сутса янă
- 1794 — Эли Уитни мамăка тасатакан машина патентне илнĕ
- 1861 — Виктор Эммануил II хăйне Итали патши тесе пĕлтернĕ
- 1905 — акăлчансен «Челси» футбол клубне йĕркеленĕ
- 1945 — Патша СХВ пĕрремĕш ăстрăм Grand Slam сейсмă бомбине пăрахса сирпĕнтернĕ
- 1954 — Кольцевой линии Мускав метрополитенĕн ункă йĕрне туса пĕтернĕ
- 1990 — СССР халăх депутачĕсен съезчĕ СССР президенчĕ пулма Михаил Горбачёва суйласа лартнă.
- 1994 — Линус Торвальдс (капăрл.) халăха Linux операци системин тĕшшине кăтартнă
Пуш, 15
Пĕтĕм тĕнчери ускуракансен правине хӳтĕлев кунĕ, Конституци кунĕ Беларуçре
- 1730 — Анна Иоанновна хĕрарăм-патша Аслă вăрттăн канаша салатса янă
- 1800 — Петербургра Михал керменне (капăрл.) туса пĕтернĕ
- 1812 — Калифорнири вырăссен пĕрремĕш пурăнан вырăнне — Вырăс Юханшывне — никĕс янă
- 1917 — Николай II астулран хăтарăннă
- 1927 — ДнепроГЭСа тума тытăннă
- 1939 — Чехословакие вермахт оккупациленĕ
- 1956 — Бродвейре пĕрремĕш ăстрăм «Манăн хӳхĕм хĕрарăм» мюзикла кăтартнă
- 1972 — Çĕнĕ Йоркра «Кум атте» фильма пĕрремĕш ăстрăм кăтартнă
Пуш, 16
- 1565 — филиппинсемпе испансем Сандуго (капăрл.) ритуалне иртернĕ чухне тăванла ыталаннă
- 1831 — «Парисри Турă Амăшĕн соборĕ» романа пичетленĕ
- 1915 — петроград полицийĕ «Бродячая собака» кафене хупнă
- 1924 — Итали Фиуме ирĕклĕ хулана аннексиленĕ
- 1925 — «Капкăн» журналăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă.
- 1926 — Роберт Годдард шĕвек топливо хăвачĕпе вĕçекен пĕрремĕш ракетăна ĕçре тĕрĕсленĕ
- 1936 — Горькири автомобиль савутĕнче «М-1» çăмăл автомобиль маркине кăларма тытăннă
- 1962 — Шупашкарта телецентр ĕçлеме пуçланă.
- 1962 — Никита Хрущёв СССР континент хушшинчи ракетăна хĕсмете тăратнă пирки хыпарланă
- 1968 — кăнтăр вьетнам Сонгми ялĕнче пурăнакансене американ салтакĕсем пĕтĕмпех вĕлернĕ
Пуш, 17
Ирланди хӳтĕлевçи (капăрл.) Сăваплă Патрик кунĕ
- Пирĕн эрăччен 45 — Гай Юлий Цезарĕн юлашки çапăçăвĕ
- 624 — мăсăльмансемпе курайшитсем хушшинчи пĕрремĕш пысăк çапăçу
- 1917 — Кейӳре Вăта радине (председателĕ — М. С. Грушевский) йĕркеленĕ
- 1922 — Михайловское тата Тригорское вырăнсенче патшалăх çутçанталăк усравне йĕркеленĕ
- 1945 — Рейн урлă Людендорф кĕперĕ ишĕлсе аннă
- 1958 — «Авангард-1» спутника хăпартнă, вăл халичченех çĕр таврашĕнчи орбитăра вĕçет
- 1969 — Голда Меир Израиль премьер-министрĕ пулса тăрать
- 1991 — СССРа упраса хăварас пирки Пĕтĕм Союзри референдум иртет
Пуш, 18
- 1241 — монголсем Кракова тустарнă
- 1314 — Жак де Моле, тамплиерсен орденĕн юлашки аслă магистрĕ, Капетингсене 13 ăру сыпăкне çити ылханнă
- 1522 — Хуан Себастьян Элькано Инди океанĕнче Амстердам утрава шыраса тупнă
- 1871 — Парис коммунине йĕркеленĕ прокламацие пичетленĕ
- 1921 — Балти флочĕн морякĕсен кронштадт пăлхавне пусарнă
- 1922 — Махатма Гандине (капăрл.) акăлчан колони влаçĕсем 6 çуллăха айăпласа тĕрмене хупнă
- 1965 — космонавт Алексей Леонов историре пĕрремĕш уçă космоса тухнă
- 1990 — Бостонри Изабелла Гарден музейне çаратнă, киревсĕр ĕçе уçайман
Пуш, 19
- 1279 — Жемчужная юханшывĕнчи çапăçура монголсем Сун патшалăхне пĕтернĕ
- 1514 — Тристан да Кунья роман паппине португал патшинчен инди пилне парнеленĕ
- 1697 — «Аслă элчĕлĕхпе» Пётр I Хĕвел анăç Европăна каять
- 1859 — Парисра Шарль Гунон «Фауст» оперин премьери иртет
- 1898 — Александр III императорăн вырăс музейне (капăрл.) пĕрремĕш куравçăсем кĕреççĕ
- 1964 — Мăн Сен-Бернар альп ту каçăвĕ умĕнче тоннеле уçнă
- 1999 — Владикавказри пасарти сирпĕнӳ пулнă, 53 çын пĕтнĕ
- 2008 — МПУра Раççейри чи хăватлă компьютера хута янă
Пуш, 20
Тĕнчери франкофони кунĕ — франци чĕлхипе пуплекенсен кунĕ
- 1792 — Франци наци пухăвĕ гильотинăпа усă курма йышăннă
- 1815 — Наполеон Бонапарт Париса Эльба утравĕнчен таврăнать
- 1833 — «Евгений Онегин» (капăрл.) романăн пĕрремĕш тулли кăларăмĕ тухать
- 1853 — «Том куккан пӳрчĕ» романĕ пичетленет
- 1929 — ЧАССР-ĕнче Советсен III съезчĕ пуçланнă (пушăн 29-мĕшĕччен пынă).
- 1956 — Тунис хăйĕн ирĕклĕхне Францирен илет
- 1995 — заринпа усă курса Токио метровĕнчи газ атаки пулнă
- 2003 — Ирак вăрçи пуçланнă
Пуш, 21
Нарăс уявĕ — Вăтам Азири чылай патшалăхри уяв
- 630 — басилевс Ираклий перссенчен Пурнăç паракан Хĕресе (капăрл.) туртса илнĕ
- 1685 — Бах Иоганн Себастьян, нимĕçсен паллă кĕвĕçи çуралнă.
- 1804 — Францире Наполеон кодексне йышăннă
- 1871 — пĕрремĕш Германи канцлерĕ пулма Отто фон Бисмарк тивĕçнĕ
- 1917 — Петроканаш йышăнăвĕпе Романовсен çемьине аресленĕ
- 1937 — СССРта ăслăх степенĕсемпе (кандидат тата тухтăр) тата ăслăх хисепĕсене (ассистент, доцент, профессор) çирĕплетнĕ
- 1963 — Сан-Франциско бухтинче Алькатрас тĕрмине хупнă
- 1986 — совет шкул хĕрачи Катя Лычёва АПШ тăрăх «лăпкăлăх миссипе» каять
- 1999 — 478 сехет хушши çулçӳревре Бертран Пикар тата Брайан Джонс историре пĕрремĕш сывлăш чăмăрĕ çинче Çĕр тавра çаврăннă
Пуш, 22
Нарăc тата Пĕтĕм тĕнчери шыв кунĕ
- 1634 — Рембрандт Саския ван Эйхленбюрхпа (капăрл.) мăшăрланать
- 1675 — Патша обсерваторине Гринвичре никĕсленĕ
- 1849 — Австри-итал вăрçи: маршал Радецкий Новара патĕнче сардинсене аркатать
- 1882 — АПШ конгресĕ нумай арăмлăха пăрахăçлать
- 1894 — Стэнли кубокĕн пĕрремĕш хоккей вăййи
- 1897 — Константин Станиславский тата Владимир Немирович-Данченко Илемлĕ театăра йĕркелеме калаçса татăлнă
- 1912 — Никитин Ефим Никитич, чăваш драматургĕ, çуралнă.
- 1935 — Перси официаллă Иран ята илет
- 1995 — Валерий Поляков Çĕр çине, космослăхра питĕ чылай 438 кун ирттерсе, таврăнать
Пуш, 23
Пĕтĕм тĕнчери метеорологи кунĕ
- 1708 — испан еткерлĕхĕ: II Якăвăн еткерĕ Шотландине анса ларма хăтланнă
- 1749 — лондон публики тăвăллăн алă çупса оваципе «Мессия» ораторин çĕнĕ версине йышăннă
- 1782 — Францире «Хăрушăллă çыхăнусем» эпистолярлă роман çутта тухать
- 1900 — Артур Эванс Кноссри (капăрл.) керменĕн ишĕлчĕкĕсене чавма тытăннă
- 1929 — Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чăваш çыравçи çуралнă.
- 1933 — Райхстаг Адольфа Китлĕра диктатор полномочисемпе тивĕçтерет
- 1956 — Пакистан доминионне ислам республикине куçарнă
- 1965 — Кун Радомир, сăвăç çуралнă.
- 1983 — АПШ президенчĕ Рональд Рейган СОИ тăвас инициативăна пĕлтерет
- 2001 — «Мир» орбита станцине Лăпкă океанăн кăнтăр пайĕнче шыва путарнă
Пуш, 24
- 1603 — шотланд патши Яков VI виçĕ патшалăхăн патша кăшăлне пĕрлештерсе Англипе Ирландин астулне ларать,
- 1794 — Тадеуш Костюшко поляксене пĕрлехи наци пăлхавне (капăрл.) çĕленме йыхравлать
- 1882 — нимĕç тухтăрĕ Роберт Кох туберкулёза чĕртекене тупать
- 1884 — Кореньков Гаврил Алексеевич, чăваш сăвăçи, тăлмачĕ çуралнă.
- 1973 — Pink Floyd ушкăнĕн «The Dark Side of the Moon» концепт альбомне сутма тытăнаççĕ
- 1976 — «Вараланчăк вăрçă»: Аргентина президентне Исабель Перона вăрласа кайнă
- 1999 — ÇАПУ Югославие бомбăлама тытăнать
- 1999 — Монблан тоннелĕнчи ву-кăвара пула 39 çын пĕтнĕ
- 2005 — Тюльпан революцийĕ кăркăс президентне А. Акаева тăпăлтарать
Пуш, 25
- 1305 — Падуйре Джотто çырнă Скровеньă капеллине тасалатнă (капăрл.)
- 1436 — Евгений IV папа Флоренцири кафедра соборне тасалатнă
- 1557 — Новгород тăнăçлавĕ хыççăн Хаяр Йăванăн шведсемпе пĕрремĕш вăрçи чарăна пырать
- 1655 — Кристиан Гюйгенс Сатурнăн Титан спутникне асăрханă
- 1802 — Аслă Британипе Наполеон Францийĕ хушшинчи Амьен лăпкăлăхĕ
- 1807 — тĕнчере чукун çулпа пĕрремĕш пассажирсене куçарма тытăннă
- 1821 — митрополит Герман Ипсиланти пăлхавĕн лаваронне ырлăх пехилет
- 1918 — Минск хулинче Беларуç Халăх Республикине туса хуни пирки пĕлтернĕ
Пуш, 26
- 1226 — Риминири ылтăн буллапа тевтон рыцăрĕсене Прусси çĕрĕсене панă
- 1636 — Пĕрлешĕннĕ провинцисенче Утрехт университетне никĕсленĕ
- 1830 — Мормон кĕнекине халăха кăтартнă
- 1851 — Костромара Иван Сусанинăн палăкне туса лартнă (упранса юлман)
- 1899 — нимĕç археологĕ Колдевей авалхи Вавилонăн хӳмисене чакаласа тупнă (капăрл.)
- 1906 — Раççей империн I Патшалăх думине суйлавсем иртнĕ
- 1995 — ЕП çиччĕ патшалăхĕнче чикĕри виза тĕрĕслевне пăрахăслакан Шенген килĕшĕвĕ вăя кĕнĕ
- 2000 — Раççейре иртнĕ президент суйлавĕнче Путин Владимир Владимирович çĕнтернĕ.
- 2006 — Украинăра парламент суйлавĕ иртнĕ.
Пуш, 27
- 1513 — Понсе де Леон халапри Бимини утрава шырама тухса каять
- 1528 — аугсбург банкирĕсем — Вельзерсем — V Карл аллинчен Венесуэлăн колонилеме ирĕк туяннă
- 1794 — АПШ конгресĕ тинĕс-çар флотне тума йышăнать
- 1854 — Аслă Британипе Франци Раççей çине вăрçăпа тухнă
- 1898 — Раççей Китайăн Порт-Артурпа Дальний çĕрĕсене 25 çуллăха усă курма илнĕ
- 1975 — Трансаляска нефть пăрăхне тума пуçланă (капăрл.)
- 1990 — Лондонри Бейкер-стритре Шерлок Холмс музейĕ уçăлнă
- 1993 — КХР председателĕн ĕç вырăнне Цзян Цзэминь йышăннă
Пуш, 28
- 1626 — Пьетро делла Валле Индирен Рима таврăнать
- 1776 — Пётр Урусов кнеçе Петĕр театрĕн труппине тытса тăма çăмăллăхсене панă
- 1795 — Пётр Бирон курлянд астулĕнчен хăтăлнă
- 1842 — Венăн филармони оркестрĕн пĕрремĕш концерчĕ (капăрл.)
- 1910 — Анри Фабр Марсель çинче тĕнчере пĕрремĕш гидроплан хăпарнă
- 1930 — Кустантина официаллă Стамбула куçарнă
- 1935 — Лени Рифеншталь берлин халăхне «Çирĕп кăмăл триумфĕ» кăтартать
- 1963 — американ экранĕсене Альфред Хичкокăн «Вĕçен кайăксем» триллерĕ тухать
Пуш, 29
- 1410 — Гийом II сардин харпăрлахне Арагон патшине сутса янă.
- 1638 — Делавэр юханшывăн çыранĕнче Çĕнĕ Швецие йĕркелесе янă.
- 1807 — Ольберс астроном чи ялкăш астероида — Вестăна - уçнă.
- 1848 — 30 сехете Ниагара шарлакĕ пăрланса ларнă.
- 1864 — Аслă Британи Иона утравĕсене Грецие пама килĕшнĕ.
- 1871 — Виктория хĕрарăм патша Кăнтăр Кенсингтонра Альберт-холла уçнă (капăрл.).
- 1891 — Александр III Транс çĕпĕр чукун çулне тăвас пирки рескрипт çине алă пусать.
- 2004 — Балтиçумĕн республикисем ÇАПУ-на кĕнĕ.
- 2010 — Мускав метрополитенĕнчи террор акчĕсем.
Пуш, 30
- 1282 — сицилисем Анжу Карлне хирĕç пăлхав çĕкленĕ
- 1814 —тамăрлă наполеона хирĕçле коалици çарĕсем Париса илнĕ (капăрл.)
- 1856 — Парисри лăпкăлăх кĕлĕшĕвĕ çине алă пуснипе Крым вăрçи вĕçленнĕ
- 1867 — Раççейĕн Аляскăпа Алеут утравĕсене АПШ $7,2 млн хакпа туяннă
- 1885 — Кушкăри çапăçу Раççей империн кăнтăр енчи чиккине палăртать
- 1912 — мароккан султанĕ Абд аль-Хафид Францин аслăлăхне йышăнать
- 1945 — нимĕç çарĕсем Данцига хăварнă; совет çарĕсем Венăна кĕнĕ
- 1970 — «Белое солнце пустыни» истерн экрансене тухать
Пуш, 31
- 1854 — Мэтью Перри американ капитанĕ японсене Канагава трактатне йышăнма пусарнă
- 1889 — Пĕтĕм тĕнчери курав умĕн мăнаçлăн Эйфел турулне (капăрл.) уçнă
- 1917 — АПШ $ 25 млн хакпа Данин Вест-Индири çĕрĕсене сутăн илнĕ
- 1936 — Мюнхенри дегенераци ӳнерĕн куравĕ
- 1943 — Бродвейре «Оклахома!» мюзикл а кăтартнă
- 1950 — Далай-лама XIV
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур [[:{{{1}}}:Кун пулăмĕсем:Пуш уйăхĕ|Кун пулăмĕсем:Пуш уйăхĕ]]. Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр.
|
Тибетран тухса тарнă
- 1968 — «хура правительство» АПШ кăнтăрĕнче Çĕнĕ Африка республткине туса хума ыйтнă
- 1980 — Леонид Брежнев асилӳ трилогийĕшĕн Ленин парнине тивĕçнĕ