Контент патне куҫ

Быков Яков Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.
Быков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Быков Яков Васильевич
Быков Яков Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1913 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Турхан ялĕ, Кăрмăш уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: нарăс, 2, 1988
Вилнĕ вырăн: Бишкек, Кăркăсстан
Патшалăх:

{{}}→ ССРП

Ăслăх сфери: математика
Альма-матер: Свердловскри патшалăх университечĕ, Хусан патшалăх университечĕ
Паллă вĕренекенсем: 9 ăслав тухтăрĕпе 40 ăслав кандидатне ӳстернĕ.
Чыславсемпе парнесем


Кăркăс ССР ăçлав тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1963)

Быков Яков Васильевич ([26.1.1913, Турхан ялĕ, Кăрмăш уесĕ, (халĕ Чăваш Енти Хĕрлĕ Чутай районĕ) – 22.2.1988, Фрунзе (халĕ Бишкек, Кăркăсстан) — математик, физика-математика ăславĕсен тухтăрĕ (1960[1]), профессор (1962), Кăркăс ССР Ăслав Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1960). Кăркăс ССР ăçлав тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1963).

Кунçулĕ пирки кĕскен

Хусанти патшалăх университечĕн механика-математика факультетне пĕтернĕ (1938), çав çултанпа Кăркăсстанра ĕçленĕ. 1966–1975-мĕш çулсенче çеç Краснодарти политехника институтĕнче ĕçленĕ.

Ĕçĕсем:

  • О некоторых задачах теории интегродифференциальных уравнений. Фрунзе, 1957;
  • Осцилляция решений операторно-разностных уравнений с конечными разностями первого порядка. Фрунзе, 1986;
  • Колебаемость решений некоторых классов уравнений в конечных разностях. Фрунзе, 1988.

Вуламалли

Асăрхавсем

  1. ^ Хăшпĕр çăлкуçсем 1961-мĕш çулта теççĕ.

Каçăсем